Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Евгений ЮМАНОВ _ республика чемпионĕ

 

Нумаях пулмасть 1991-1993 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем Шупашкарта дзюдо мелĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Александр Ичанкин тренер ертсе пыракан секцири Евгений Юманов, Шăмăршăри вăтам шкулти 10 класра вĕренекенскер, 81 килограмм таранчченхи виçеллисем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 10 класри Иван Владимиров (60 килограмм таран) тата 9 класри Дмитрий Краснов (50 килограмм таран) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хĕрсем хушшинче вара Алексей Филиппов тренерăн секцийĕнчи Марина Шурякова (9 класс, 44 килограмм таран) иккĕмĕш вырăна тухнă. Республикăри ăмăртура призлă вырăнсем йышăннă пултаруллă та вăйлă спортсменсене ылтăн, кĕмĕл тата бронза медальсемпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться