Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Эпир - вуннăра, вăй-хăват вĕрет чунра"

 

"Эпир - вуннăра, вăй-хăват вĕрет чунра", - тет "Миха" фермер хуçалăхĕн ертỹçи, Пĕтĕм Раççейри тата республикăри "Хĕрарăм _ çулталăк директорĕ", "Раççей бизнесĕн элити" конкурссен çĕнтерỹçи Галина Егорова. _ Хамăрăн фермер хуçалăхне эпир 1997 çулта йĕркеленĕччĕ, - терĕ Г.М.Егорова. _ Унтанпа çав тери пысăк улшăнусем пулса иртрĕç: çĕр лаптăкне ỹстертĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх йышĕ нумай пысăкланчĕ. Витесемпе ытти хуралтăсем туса лартрăмăр, çĕнĕ техника туянтăмăр. 2006 çулта эпир пурĕ 1545 гектар çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтертĕмĕр, çав шутра тырă лаптăкĕ _ 1000 гектар. Пĕтĕмпе 25599 центнер е кашни гектартан 25,6 центнер тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине ытларах тимлĕх уйăрать. Эпир 86 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 72 пуç сăвакан ĕне усратпăр. Сыснасен йышĕ те 120 пуç ытла. 2006 çулта 22 пуç таса ăратлă пăру тата 25 пуç сысна, 30 пуç "романовская" ăратлă сурăх туянтăмăр. Çулталăкра 130 тонна ытла сĕт тата 10 тонна ытла аш сутрăмăр. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илни фермер хуçалăхĕшĕн тупăшлă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Ялти производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен" Указпа тата "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, эпир 9 миллион тенкĕ кредит илтĕмĕр. Çав шутран 1 миллион тенкине ăратлă выльăхсем туянма, 4,5 миллион тенкине çĕнĕ витесем тума тата реконструкцилеме, 500 пин тенкине сĕт сăвакан тата сивĕтекен оборудовани туянма тăкакларăмăр. 3 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туянтăмăр: икĕ МТЗ-82 трактор, "Дон-1500" комбайн, сеялка, икĕ плугпа икĕ пресс-подборщик, КУН-10 погрузчик, роторлă косилка, культиватор, комбикорм хатĕрлемелли дробилка-смеситель. 2007 çула çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа кĕретпĕр. "Эпир _ вуннăра, вăй-хăват вĕрет чунра", - тетĕп шỹтлесе пирĕн ĕç пирки ыйтакансем умĕнче. Пире кĕвĕçме, ăмсанма кирлĕ мар, ĕçлес кăмăллă кашни çынах фермер пулма пултарать. Патшалăх çăмăллăхлă кредит панă чухне туллин усă курасчĕ. Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться