Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ спектакльпе савăнтарчĕç

 

Валентина Львова ертсе пыракан Шăмăршăри халăх театрĕ районти халăха çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарать. Акă, çак кунсенче театр артис-чĕсем Шăмăршăри Культура керменĕнче Н.Сидоров пьеси тăрăх хатĕрленĕ икĕ пайлă кулăшла спектакль кăтартрĕç. В.Павлов, А.Петрова, И.Федорова, Т.Сергунова, А.Жолобов, А.Хафизова, С.Кудряшов, В.Львовапа Н.Угарин хăйсен ролĕсене ĕненмелле вылярĕç, комедири сăнарсене чылайлăха асра юлмалла калăпларĕç. Çĕнĕ спектакле районти ялсенче те кăтартма палăртнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться