Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯНĂРАÇÇĔ ПРАЛУКСЕМ

 

 Электроэнерги пирĕн пурнăçра паллă вырăн йышăнать. Унпа усă курса эпир каçхи вăхăтра пỹлĕмсене çутататпăр, телевизорпа юратнă телесериал пăхатпăр, радиопа хамăр килĕштерекен передачăна итлетпĕр, килти электроприборсене ĕçлеттеретпĕр, çурта ăшăтатпăр... Энергипех производствăра та анлăн усă куратпăр. Электричество вăйĕпе усă куракан тĕслĕхсене асăнса та пĕтереймĕн. Шăмăршă тăрăхне электроэнергипе "Чувашэнерго" ОАОн районти электросечĕ тивĕçтерсе тăрать. Ĕнер, Энергетиксен кунĕнче, пирĕн корреспондент районти электросеть начальникĕпе А.В.ДЕНИСОВПА тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Александр Витальевич, хăвăрăн професси уявне производствăри мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илтĕр? _ Производство ĕçĕсен кăçал пирĕн предприятире планпа килĕшỹллĕн пычĕç. Вĕсене эпир яланах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Района электроэнергипе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрасси тỹрремĕнех производствăпа çыхăннă. Акă, çу кунĕсенче Шăмăршăпа Виçпỹрт Шăмăршă хушшинчи пысăк напряжениллĕ электролини çинчи çĕрме пуçланă 16 юпана тимĕрпе бетон опорăсемпе ылмаштартăмăр. Васанпа Палтиел хушшинчи линие те 10 опорăпа çĕнетнĕ. Карапай Шăмăршă тата Хайпăла ялĕсен урамĕсенчи кивелнĕ 26 юпана та опорăсемпе улăштарса лартнă. Хăш-пĕр тĕлте пралуксене те çĕнĕрен карнă. Кунсăр пуçне "Энергосетьстрой" ОООн подряд меслечĕпе ĕçлекен бригади Муллинапа Баскак хушшинчи электролини çинчи кивелнĕ 56 юпана, Кахăрлă Шăхаль ялĕн урамĕсенчи 60 юпана тимĕрпе бетон опорăсемпе, линие çĕнĕ пралукпа ылмаштарнă. Çак бригада Пуянкассинчи çĕнĕ çуртсем лартнă урамра та (40 кил валли) опорăсем лартнă, элек-трификацин çĕнĕ технологине тĕпе хурса изоляциллĕ кабель карнă. _ Трансформатор подстанцийĕсене юсас-çĕнетес ĕç еплерех пырать? _ Кăçал Баскак лесничествинчи подстанцие çĕннипе ылмаштарса лартрăмăр. Кунсăр пуçне районти 16 подстанцие тĕпрен юсарăмăр. Производство ыйтăвĕсемпе Вячеслав Тимофеев мастер çине тăрса ĕçлени пирки те калас килет. _ Предприятире чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсен хушамачĕсене асăнаймăр-ши? _ Тархасшăн. Анатолий Любимов бригадир-электромонтер, Владимир Денисов, Сергей Тимофеев, Валерий Фоминпа Сергей Цветков электромонтерсем, Сергей Сандрейкин, Вячеслав Кудряшовпа Анатолий Горбунов водительсем, Николай Чернов тракторист, Светлана Цухло техслужащи предприятире нумай çул таса чунпа вăй хунине палăртас килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться