Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уйрăлми туссем

 

ЯЛ хушшинче-и, библиотекăра-и, компьютер умĕнче-и - яланах пĕрле курма пулать Таньăпа Наташа хĕр-тантăшсене. Вĕсем иккĕшĕ те Васанти вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те вĕренỹ отличникĕсем, учительсен чи пирвайхи пулăшаканĕсем. Вĕсем хутшăнмасăр, ертсе пымасăр пĕр мероприяти те иртмест. Иккĕшĕ те 3 класран пуçласа "Мерчен" фольклор ушкăнне çỹреççĕ. Ăçта кăна çитсе курман-ши вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартма: Мускаври чăвашсен Акатуйĕнче те, Курск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен фольклор фестивалĕнче те, Чулхула облаçĕнче те, Чĕмпĕрте те, республикăри тĕрлĕ районсенче вара пуринче те тенĕ пекех пулса хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ "мерченçĕсем". Чăваш телевиденийĕпе кăтартнă "Кăмăлăма ярам ирĕке" ярăмри передачăра вара Таня Полякова хăйĕн чăвашла илемлĕ калаçас пултарулăхĕпе пурне те тыткăнланăччĕ. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та пĕр концерт вăхăтĕнче илемлĕ такмаксемшĕн сцена çине хăпарсах Таньăна алă парсах тав турĕ. Наташа вара пушă вăхăтра алă ĕç тума юратать. Тĕрлĕ çипрен çыхса мĕн кăна ăсталаман-ши вăл: ăшă шарфсемпе кофтăсем, хĕлле тăхăнмалли шапкăсем, алса-чăлха... Ахальтен мар шкулти алă ĕçĕсен выставкинче тăратнă ĕçсемшĕн Наташăна "Чи пултаруллă алă ĕç ăсти" тесе йышăнчĕ те жюри. Хĕрсем районти предмет олимпиадисене, наукăпа тĕпчев конференцийĕсене те хастар хутшăнаççĕ, уйрăмах математика предметне кăмăллаççĕ. Акă, Таня Полякова пĕлтĕр районта çĕнтерсе республикăри олимпиадăна та хутшăнчĕ, лайăххисен шутĕнче пулчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илсе тăма тивĕç пулчĕ. Кăçал вара ăна шкулти ачасен "Ростон" организацине ертсе пыма шанчĕç. Унта каллех Наташăпа пĕрле тăрăшĕç вĕсем. Вăтам шкул пĕтерсен Таня Полякова математика, Наташа Смаева вара вырăс чĕлхи учителĕ пулас ĕмĕтпе университета вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ. Ăнăçу пултăр сире, хастар хĕрсем, уйрăлми тантăшсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться