Шăмăршăна килтĕм, чун савăнчĕ..
АЯКРИ ялта пурăннипе, район центрне питех тухса çỹрейместĕп. Иртнинче Шăмăршăна килтĕм те, ырă улшăнусене курсан чун савăнчĕ. Урамсем, çуртсем Çĕнĕ çул умĕнхи капăрлăхпа илĕртеççĕ, йăлтăр та йăлтăр çуталса тăраççĕ. Милици уйрăмĕн кивĕ çурчĕ вырăнĕнче виçĕ хутлă илемлĕ çурт çĕкленнĕ. Часах унта пурăнма та пуçлĕç. Хулари пек илемлĕ çĕнĕ çуртсем Ленин урамĕнче те хăпараççĕ. Çамрăк çемьесем патшалăхăн çăмăллăхлă программипе хваттерлĕ пулаççĕ. Тепĕр ырă хыпар та пĕлтерчĕç мана: район больницин ача çураттармалли уйрăмне реконструкцилесе-çĕнетсе хальхи ыйтусене тивĕçтерекен сиплев корпусĕ тăваççĕ иккен. Район ертỹçисем халăхшăн тăрăшнине Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та ырланă, больницăри пысăк строительство ĕçĕсене вĕçлеме кирлĕ чухлĕ укçа уйăрса пама шантарнă. Президент хăйĕн сăмахне çирĕп тытасса ĕненетĕп. Пирĕн Канаш паççулкки _ "упа шăтăкĕнчи" ял. Çитмĕл çул хушши урамри пылчăкран хăтăлаймастпăр, Пăва-Çĕпрел аслă çул çине тухма та кансĕр. Çитес çул вара пирĕн яла çити те асфальт çул тума палăртнă. Ял çыннисем район пуçлăхне В.П.Фадеева, ял поселенийĕн пуçлăхне В.К.Андронова, çул-йĕр тăвакансене пĕчĕк ялшăн тăрăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Кỹршĕри нефтьпе-газпа пуян Тутарстан ялĕсенче пурăнакансем вара урамсене асфальт сарасси пирки ĕмĕтленеççĕ кăна-ха, хăçан сарса парасси те паллă мар. Çĕнĕ Упи, Упи, Турхан Упи, Хурăнвар-Шăхаль тата ытти ялсенче çулсем çав тери япăх. Çав ялсенче пурăнакансем пире питĕ ăмсанаççĕ, пирĕн паççулккăна куçса килес кăмăллисем те пур. Чăнах та, тулăх пурăнма, хушма хуçалăха аталантарма пирĕн ялта пур условисем те çителĕклĕ. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать. Çул туса парсан, вилме те кирлĕ мар. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ суйлавра ял çыннисем пĕр çын пек пулса "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партишĕн сасăларĕç. Çак парти çĕршыва тĕрĕс çул кăтартса пырасса, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшасса çирĕп шанатпăр.