Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă урхамахĕ - çĕнтерỹçĕ

 

ÇĔРШЫВРИ ипподромсенче хĕллехи спорт сезонĕ старт илчĕ. Иртнĕ шăмат кун Хусанта ирттернĕ ăмăртура Шăмăршăри Волшебник урхамах (хуçи Александр Максимов) 1600 метрлă дистанцие иккĕмĕш чупса тухнă. Унăн вăхăчĕ - 2 минут та 06 çеккунт. Вырсарни кун Мускав ипподромĕнче те хĕллехи сезона уçнă. Пĕтĕм Раççейри утçăсен тăваттăмĕш ăмăртăвне пирĕн Александр Максимов та хутшăннă. Икĕ стартăн сумми тăрăх Александр Васильевич чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Часах А.Максимов Европăра мала тухассишĕн Швецире ирттерекен ăмăртусене хутшăнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ чемпионатра ăна ăнăçу çеç сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться