Пурнăçăн хỹри пăрăнăç
ÇЫНПА çын пурăнать, тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Савăнăçра та, хуйхă-суйхă вăхăтĕнче те юнашар çын кирлĕ. Тăван-пĕтенпе, кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнма хушнă пире мăн асаттесем. Вĕсен умĕнче хыт кукар пулмалла мар, тепрехинче хăвна та пулăшма пултарĕç. Анчах пурнăçра урăхла тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ çав. Акă, паллакан юрист мана пăтăрмахла пĕр ĕç çинчен каласа пачĕ. Икĕ çул каялла Н. кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Инкеке лекнĕ çын, кĕркуннеччен çĕнĕ çурт лартас тесе, тăванĕсенчен тата лайăх паллакан çынсенчен кивçенле пулăшу ыйтнă. Ырă кăмăллă çынсем хальхи пурнăçра та сахал мар, çунса кайнă тăван-пĕлĕшне пулăшма укçа-тенкĕ хĕрхенмен. Çапла кирпĕчрен çурт купаласа лартнă, çивиттине витсе ăшне кĕме хатĕрлесе çитернĕ. Газ кĕртме çеç укçа юлман. Н. хăйĕн хулара пурăнакан шăллĕн çемйинчен пулăшу ыйтнă. "Укçа паратпăр, анчах процентпа", - тенĕ шăллĕн арăмĕ. Ним те тăваймăн, килĕшмех тивнĕ, укçа илнине çирĕплетсе хут та çырнă. Пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать çав. Çуртне пурăнма кĕрсенех Н. йывăр чирлесе ỹкет, çулталăк ытла больницăсенче сипленсен те сывалсах çитеймест. Мĕнпур укçа эмел туяннă çĕре кайса пынă. Парăма вара парса татмаллах, проценчĕ те ỹссех пынă. Шăллĕпе арăмĕ икĕ хутчен тетĕшĕн килне пырса кун пирки аса илтернĕ, суда парассипе хăратнă. Хăйсен сăмахне тытнах: тепĕр уйăхран ĕçе суда çитернĕ. Суд мĕнпе вĕçленнине пĕлместĕп-ха, Н. тепĕр хут больницăна çакланнă. Хальхинче - инфаркт... Çынлăх тата чунлăх. Мĕншĕн манатпăр-ха вĕсем çинчен, тăванăмăрсем? "Çынна пулăшни çĕре ỹкмест", - темен-и-ха ваттисем? Е хамăрпа нихăçан та нимĕн те пулмĕ тесе шутлатпăр-и? Пурнăçăн хỹри пăрăнăç тенине манар мар.