Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕ çĕнĕ задачăсем палăртать

 

ДЕКАБРĔН 20-мĕшĕнче Шăмăршăра Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн политика Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне политканаш членĕсемсĕр пуçне партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата партин вырăнти уйрăмĕн анлă активĕ хутшăннă. Политика Канашĕн ларăвĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ VII съезчĕн итогĕсем тата съезд йышăнăвĕсенчен партин районти уйрăмĕ умне тухса тăракан задачăсем çинчен" ыйтупа политканаш секретарĕ В.П.Фадеев тухса калаçнă. Ларура çавăн пекех "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин VII съезчĕн делегачĕ пулнă, Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн Политканашĕн секретарĕ И.В.Клементьева сăмах каланă. Вăл ларăва пухăннисене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти умĕнче çывăх вăхăтра тăракан çул-йĕрсемпе паллаштарнă, партин VII съезчĕ тунă йышăнусем çинчен каласа панă. Партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн членĕсем съезд йышăнăвĕсене ырланине, вĕсене пурнăçа кĕртес тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума хатĕррине палăртнă. Юлашкинчен лару партин районти уйрăмĕн 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулĕ валли туса хатĕрленĕ ĕç планне çирĕплетсе хăварнă, 8 çынна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членне илни çинчен йышăну тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 декабря 2006
00:00
Поделиться