Кĕнекепе - çĕнĕ çула
ДЕКАБРĔН 18-23-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн пичет тата массăллă коммуникаци агенствин пуçарăвĕпе ача-пăча тата çул çитменнисем валли "Кĕнекепе _ Çĕнĕ çула" вулав фестивалĕ иртет. Культурăн çак марафонне ку эрнере пĕтĕм республика территорийĕнче çĕршыври тĕп çыравçăсем, çав шутра ача-пăча валли çыраканнисем те, хутшăннă. Чăваш наци музейĕнче "Кĕнекепе - Çĕнĕ çула" вулав фестивальне уçнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хутшăннă. Шăмăршă районĕнчи çамрăк вулакансем патне Мускаври "Клепа" ача-пăча журналĕн редакцийĕнче ĕçлекенсем хăнана килчĕç. Ачасем валли вĕсем "Çĕнĕ Раççейĕн çĕнĕ символĕсем" ятарлă программа хатĕрленĕ. Çакна та палăртмалла: фестиваль умĕн республикăра "Тус патне янă çыру", "Вулавçă-лидер", "КнигаÇкино" конкурссем иртрĕç. "Вулавçă-лидер" конкурсра Шăмăршăри вăтам шкулăн 10"в" класĕнче вĕренекен Ваня Дмитриев çĕнтернĕ, вăл 2006 çулта икçĕр ытла кĕнеке вуласа тухнă. Паян Ваня Шупашкарта ача-пăча фестивалĕ хупăннă çĕре хутшăнать.