Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШЫВ хранилищи тума _ 100 миллион тенкĕ

 

ТУНТИ КУН, декабрĕн 11-мĕшĕнче, Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен хăш-пĕр территори органĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ, унта республика пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Канашлура çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ С.Дринев пĕлтернĕ тăрăх, Шăмăршă тата Вăрнар районĕсенче шыв хранилищисем тăвасси графикпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Çитес çул çак икĕ шыв хранилищи валли 100-шер миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться