Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕçĕн класс ачисен уявĕ

 

ИРТНĔ эрнере Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ, кĕçĕн класра вĕренекен ачасем хушшинче иртнĕ "Çамрăк талантсем" конкурс нумайччен асра юлĕ. Пĕр эрне хушши ачасем тĕрлĕ конкурссенче, викторинăра, спорт вăййисенче, сăвăсемпе сочиненисен конкурсĕнче тупăшрĕç. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентекенсем Н.В.Можаева, Е.М.Сандрейкина, Н.В.Ермолаева уява тĕрлĕ сценарисемпе пуянлатса илемлетме тăрăшрĕç. 1-2 классен хушшинчи "Крестики-Нолики" вăйă, 3-4 классем валли иртнĕ "Кам миллионер пуласшăн" вăйăсем 2-мĕш класс ачисем çĕнтернипе, Женя Антонов (3 кл.), Андрей Малофеев (3 кл.), Юрий Сандрейкин (4 кл.) мала тухнипе вĕçленчĕ. 1-мĕш класс ачисем вулама вĕренсе пыраççĕ кăна пулин те, нумай юмах пĕлеççĕ иккен. "Эпир хăш юмахран?" викторинăра вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Ачасем спортпа та питĕ туслă. Спорт вăййисенче çĕнтерекенсем те пулчĕç уявра. "Çамрăк поэтсем" конкурсра ачасем хăйсем çырнă сăвăсемпе куракансене паллаштарчĕç. Эрне тăршшĕпе ачасем ырми-канми тăрăшрĕç, кашни конкурсшăн очкосем пуçтарса çĕнтерỹçĕ ятне илессишĕн тăрăшмаллах пулчĕ. Эрне вĕçĕнче ачасем патне уява "Наука патши" килсе çитрĕ, чи маттуррисене, тăрăшуллисене, чи нумай очко пухнисене ятарлă парнесем, тав çырăвĕсемпе грамотăсем парса чысларĕ. Вĕсем çаксем: 2-мĕш класра вĕренекен Ангелина Кокуркина, Виктор Фадеев, Елизавета Самарина, Станислав Васильев , 4-мĕш класри Юрий Сандрейкин, Костя Ермолаев (класс ертỹçи Н.В.Можаева. Сăмах май, Надежда Вадимовна кăçал районта иртекен класс ертỹçисен конкурсне хутшăнать), 3-мĕш класри Андрей Малофеев, Виктория Юртаева, Владислав Тутаев (класс ертỹçи Е.М.Сандрейкина) çĕнтерỹçĕ ятне илме тивĕç пулчĕç. Маттур, ачасем! Саламлатпăр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться