Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫРĂ СĂМАХ - САР ÇУ ПЕК...

 

ТĔПЧЕВÇĔСЕМ каланă тăрăх, чăваш чĕлхинче намăс сăмахсем çирĕмрен ытла мар. Танлаштарма: вырăс чĕлхинче _ икçĕре яхăн, тутар чĕлхинче _ хĕрĕхе яхăн, теççĕ. Ĕçчен те сăпайлă чăваш халăхĕ ятлаçнă чухне те намăс сăмах калассинчен пăрăнма тăрăшнă, çынна пустуй кỹрентерсе пĕтермен. Шел те, юлашки çулсенче халăхăмăрăн ырă йăли- йĕркисене пăрахăçа кăларма пуçларăмăр. Паян хăш-пĕр çын (вĕсем хушшинче пуçлăхсем те пур) намăс сăмахсăр калаçма та пултараймасть. Аслă пĕлỹ илнĕ специалист студент сакки çинченех намăс сăмахсемпе калаçма вĕренсе килет пулмалла. Аслисене кура ачасем хăнăхаççĕ. Паян шкулта çеç мар, ача садĕнче те намăс сăмах илтетĕн. "Ах тур-тур, тĕнче пĕтет пуль, çынсем упăтене тухса пыраççĕ" - çапла тарăхса калаçнине илтрĕм карчăксен ушкăнĕнче. Асаннесем шкултан таврăнакан çиччĕри-саккăрти ачасем намăс сăмахсемпе калаçнинчен тĕлĕннĕ иккен. Хăш ялне ан ыйтăр _ "пур çĕрте те çапла" тесен йăнăшмăр. Район центрĕнчи стадионта пĕр-пĕр спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ чух пулса курăр-ха тата? Уйрăмах футболистсем "тăрăшаççĕ", словарьте çук сăмахсемпе кăшкăрашасси йăлана кĕрсе кайнă. Тепĕр япала та шухăшлаттарать: арçынсемпе арçын ачасем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕр ачасем те намăс сăмаха килĕштереççĕ. Паллах, пурте мар, чăваш ялĕсенче сăпайлă та чĕкеç чĕлхиллĕ хĕрсем пĕтмен-ха. Çапах та хĕр-хĕрарăм çăварĕнчен тухакан намăс сăмаха илтме пĕрре те кăмăллă мар. "Эх, чĕлхи, сар çу пек вĕт!" - теççĕ халăхра çепĕç калаçакан çын пирки. Ун пек калаçакан пуçлăха ытларах хисеплеççĕ. Усал сăмахсемпе яталаçакан çынран, чăнах та, шикленеççĕ, анчах ку хисеплени мар. "Хальхи вăхăтра намăс сăмах каламасăр çынсене итлеттерме çук, - тенĕччĕ мана пĕр ертỹçĕ. Тен, чăнахах та тĕрĕс каларĕ вăл? Эсир мĕнле шутлатăр, хисеплĕ вулакансем? Тен, паçăрхи карчăксем те тĕрĕс каларĕç? Сиртен çырусем кĕтетĕп, "Шăмат кунхи калаçу" рубрика валли çĕнĕ темăсем сĕнсен питех те савăннă пулăттăм.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться