Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ Çул çывхарать, тăванăмăрсем!

 

ÇУТ ÇАНТАЛĂК мĕнле хирĕçлесен те, ăшши сивве парăнмасан та, сисĕнмесĕрех Çĕнĕ çул та çитет. Вăл çитессе вара ваттисем те, çамрăксем те чăтаймасăр кĕтеççĕ. Кашниех çĕнĕ çулта çĕнĕ ĕмĕтсем пурнăçланасса, пурнăç лайăхланасса шанса тăрать. Кỹршĕ-аршăсемпе, тăвансемпе пĕрле пуçтарăнса сĕтел хушшине ларасшăн, пылаккипе "йỹççине" те тутанасшăн. Кашни килтех çак япаласем хатĕр те пулĕ е хатĕрлеççĕ. Ача-пăчан вара шкула, клуба е тата урăх çĕре елкăна каяс шухăш. Алран-алла тытăнса, илемлĕ те лапсăркка чăрăш айĕнче юрласа-ташласа, сăвă каласа тус-тантăшсене, Хĕл Мучипе Юр пикене савăнтарас килет. Пĕр симĕс чăрăш çеç Çĕнĕ çул çитессе питĕ шикленсе кĕтет. Пĕлет вăл: Çĕнĕ çул умĕн нумай-нумай тус-юлташĕ пуртă айне çакланать е хăйне те касса кайма пултараççĕ. Шутласа пăхăр-ха, тăванăмăрсем, эпир касакан 1-1,5 м çỹллĕш чăрăш вăрманта, çутă сахал кĕрекен çĕрте, 10-15 çул ỹсет. Эпир ăна пĕр шутламасăрах касатпăр та 5-10 кунтан кăларса пăрахатпăр, çут çанталăка сиен кỹретпĕр. Апла пулсан, чăрăш туссене сахалтарах сиен кỹрес тесен мĕн тумалла-ха? Урăхла каласан, чăрăшĕсем те сахалтарах пĕтчĕр, вăрман та ытлашши ан çаралтăр. Çакна Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн яваплă çыннисем лайăхрах пĕлеççĕ. Халăх тата тĕрлĕ хуçалăхсем, предприятисем, учрежденисем, шкулсем валли кунта Çĕнĕ çул умĕн сутма чăрăшсене уйрăм лартса çитĕнтреççĕ. Кунсăр пуçне тата вăрмантан та сайралатса касса параççĕ. Кун пек туни вара вăрмана пĕрре те сиен кỹмест. Хакĕсем те пысăках мар. Чи пĕчĕк хакĕ 50 тенкĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр çынсем ирĕк памасăрах вăрманта чăрăш касаççĕ. Ун пек çынсене административлă майпа ответ тыттараççĕ, штраф та тỹлеттереççĕ. Чи пĕчĕк штраф - 2269 тенкĕ, чăрăш çỹллĕшне кура штраф хакĕ ỹссе пырать. Çĕнĕ çул валли чăрăш туянас тесен, çывăхри лесничествăна çитĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 декабря 2006
00:00
Поделиться