Анат Чаткасра _ моделлĕ библиотека
Декабрĕн 12-мĕшĕнче Анат Чаткасра моделлĕ библиотека уçăлчĕ. Халиччен районта çакнашкал вулав çурчĕсем тăххăрччĕ. Моделлĕ библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçма райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Г.Н.Обаськин, Анат Чаткас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Петрова, районти тĕп библиотека директорĕ Л.Г.Иванова, районти библиотекарьсем, хăнасем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Малтанах вырăнти вăтам шкулта вĕренекенсем "Илемлĕ тĕлĕнтермĕш, унăн ячĕ _ кĕнеке" литература композицийĕ кăтартса пачĕç. Анат Чаткасри библиотека заведующийĕ А.Г.Лукианова ялти вулав çурчĕн историйĕпе паллаштарчĕ, библиотека моделлĕ никĕс çине куçнă май, аудио тата DVD техникăпа усă курма пуçлани ял çыннисен информаци шайне ỹстерме пулăшнине палăртрĕ. Малалла вара район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Г.Н. Обаськин сăмах илчĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн программи районта ăнăçлă пурнăçланса пыни, моделлĕ библиотека йĕркелени ял историйĕнче паллă событи пулса юлни пирки каларĕ, библиотека заведующине ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ятĕнчен вулав çурчĕ валли компьютер тата DVD техникине уйăрнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Вырăнти шкул директорĕ Ф.А.Тазетдинова хăйĕн калаçăвĕнче моделлĕ библиотека учительсемпе вĕренекенсен тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ информаципе пуянлатма анлă майсем туса панине асăнчĕ. Савăнăçлă пухăва килнисем "Анат Чаткас: авалхинчен пуçласа паянхи кунччен" фактографи никĕсĕн материалĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Кунсăр пуçне "Вĕренекенĕн библиотеки" CD-ROM презентацийĕ те иртрĕ.