Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватăлмасть-ха Петя тете

 

ĔÇЕ юратакан, ĕçрен хăраман çын час ватăлмасть пулĕ. Çавăн йышши çынсенче вăй-хал вĕресе кăна тăрать тейĕн. Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан П.Н.Петров çакнашкаллисен шутĕнчен. Çулĕсем самай пулсан та утса мар, чупса çỹрет-ха Петр Николаевич е хамăрла каласан Петя тете. Тивĕçлĕ канура пулсан та кил хушшинче пĕрмай тăрмашать вăл. Е пахчара чакаланать, е ирех юсав ĕçĕ пуçлать, е выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Пĕр ĕçрен те пăрăнмасть, тивĕçлĕ канура тесе алă усса лармасть. Салтака кайма ят тухсан, 1955 çулта, çывăх çыннисемпе сыв пуллашса Тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă. Тăватă çул хушши флотра пулнă Петя тете. Лайăх матрос пулнă вăл, чăваш ятне инçетре те яман. Çартан таврăнсан тăван çĕршывран инçетре _ Çурçĕрте _ икĕ çул хушши шофер пулса вăй хунă. 1961 çултанпа вара районти промкомбинатра вăрман турттаракан машинăна çỹретме пуçланă. Ирпе ĕçе тухса кайнă та тĕттĕмпе çеç киле таврăннă. 37 çул ĕçленĕ вăл кунта. Ĕç вырăнĕ пирки, хăй ĕçленĕ вăхăтсем çинчен ырăпа кăна аса илет Петя тете. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Грамотăсемпе парнесен шучĕ те çук. Нумай медаль, III степень "Ĕç Мухтавĕ" орден та пур унăн. П.Н.Петровăн сăн ỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинчен те анма пĕлмен. Мăшăрĕпе, Валя аппапа, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă. Ватлăхра савăнмалăх тăватă мăнук вĕсен. Тивĕçлĕ канура пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Ачисене пулăшаççĕ, пĕрре те ларса-тăма пĕлмеççĕ. Петр Николаевича çитмĕле çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться