Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Социаллă проектсемпе программăсен конкурсĕ

ДЕКАБРЬ уйăхĕн пуçламăшĕнче районта "Эпĕ пурăнакан тĕнче" ятпа социаллă проектсемпе программăсен конкурсĕ пулса иртнĕ. Унта шкулсенчи 9 вĕренекен хутшăннă. Комисси Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Лида Сесюкинан "Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнчи халăхсем хушшинчи хутшăнусем" тата Анат Чаткасри вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Пименован "Чăваш шкулĕнче вĕренекен тутар ачисене тăван культурăна юратма хăнăхтарасси" тĕпчев проекчĕсене пысăк хак панă. Çавăн пекех Наташа Чернован, Катя Тарасован, Ильнара Халитован, Оля Левендееван, Таня Давыдован ĕçĕсене те лайăхпа палăртнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться