Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç йĕркишĕн

 

 ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци усăллă та интереслĕ иртрĕ. Акци сывлăх урокĕсем ирттернипе пуçланчĕ. 10"в" класра вăл "Сывă пурнăç йĕрки", 8"б" класра _ "Сывлăх формули", 10"л" класра _ "Сывлăхлă пул!", 5"б" класра - "Çын тата сывлăх", 5"г" класра "Харпăр-хăй гигиени", 9"в" класра "Сывлăх", 7"а" класра "Пирус туртни - сывлăха сиен кỹни" ятпа иртрĕ. Класс сехечĕсем вăхăтĕнче диспутсемпе мультимедийнăй презентацисем, Шăмăршăри тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться