Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Минут сехете упрать"

 

ÇАК ятпа Шăмăршăри вăтам шкулăн 6 "б" класĕнче сăмахпа каламалли журнал йĕркеленĕччĕ. Журналăн тĕп тĕллевĕ _ вăхăта перекетлеме вĕрентесси. Ачасем вăхăт пирки ваттисем каланă сăмахсене аса илчĕç. Талăкăн кашни минучĕпе туллин усă курсан, тем тума та ĕлкĕрме пулать. Вăхăта пустуй ирттерсен вара паян тумалли ĕç те ырана юлать. "Юлнă ĕç çине юр çăвать", - темен-и-ха ваттисем? 6 "б" класс ертỹçи А.С.Яковлева урокри кашни минутпа туллин усă курма, тарăн пĕлỹ илессишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться