Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттур-çке пирĕн культура ĕçченĕсем

 

Кăçал республикăри клуб учрежденийĕсем хушшинче "Ăнăçу-2006" ятпа конкурс йĕркеленĕччĕ. Конкурс итогĕсене пĕтĕмлетсен, райцентрсенчи Культура çурчĕсемпе керменĕсем хушшинче Шăмăршăри Культура керменĕ (директорĕ В.Павлов) пĕрремĕш вырăна тухни палăрнă. Республикăри ялсенчи клуб учрежденийĕсем хушшинче Пуянкассинчи Культура çурчĕ (заведующийĕ Л.Михайлова) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Культура çурчĕсемпе керменсенчи методика уйрăмĕсем хушшинче Шăмăршăри Культура керменĕн методика кабинечĕ (заведующийĕ Е.Еремеева) ĕç-хĕлне виççĕмĕш вырăнпа чысланă. Учрежденисене DVD-проигрыватель (кермене) тата DVD-плеер парса хисепленĕ. Республикăри чи пултаруллă та хастар Культура ĕçченĕсене çулталăк итогĕсем тăрăх ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Çак наградăна Шăмăршăри Культура керменĕнчи "Антонина" халăх ташă коллективĕн илемлĕх ертỹçи А.Нефедова та тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться