Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иван - хресчен ывăлĕ

 

ХАÇАТ валли пуçа çĕклемесĕр статья çырса лараттăмччĕ. Юлашки предложение вĕçлесе пăнчă лартма та ĕлкĕрейменччĕ, телефон шăнкăртатрĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев шăнкăравлать иккен. _ Çав тери интереслĕ çынпа паллаштарасшăн журналистсене, - терĕ Валерий Петрович. _ Халех килсен, курса калаçма пултаратăр. Тем пек васкарăм пулин те, çав çынна тĕл пулаймарăм. Ялне _ Палтиелне кайса ĕлкĕрнĕ. Ĕçчен çыннăн вăхăчĕ сахал та, каç пуличчен яла çитес тенĕ пуль. Валерий Петровичран Палтиел çыннин ячĕ-шывне ыйтса пĕлтĕм: Иван Викторович Герасимов. Блокнот çине çапла çырса хутăм: "Иван Викторовичпа паян-ыранах тĕл пулмалла, ун çинчен очерк е тĕрленчĕк çырмалла". 1. "ĔÇЛЕКЕНЕ ВĂХĂТ ÇИТМЕСТ, КАХАЛ НИХĂÇАН ТА ПУЯЙМАСТЬ" РАШТАВ уйăхĕн çуррине çитсе пыратпăр пулин те, хĕл лармасть-ха. Çанталăк çуркуннене аса илтерет, асфальт çук çĕрте пылчăк çăрăлать. Герасимовсен çурчĕ ял вĕçĕнче ларать. Умра _ тем анлăш çерем, хыçра _ шăнкăр-шăнкăр шывлă çырма. Вăрман та юнашарах. Кĕскен каласан, çут çанталăкăн чи илемлĕ вырăнĕсенчен пĕрне суйласа илнĕ Герасимовсем. Латрарах пỹллĕ, çутă сăн-питлĕ арçын пире хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Сарлака кĕреçепе хăйăр йăтатчĕ вăл. _ Хурсемпе кăрккасем тасалăха юратаççĕ, картишне хăйăр сапсах тăратăп, - пĕлтерчĕ пире арçын. Алă тытсах паллашрăмăр: Иван Викторович Герасимов пулчĕ вăл. _ 100 пуç ытла выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усратпăр вĕт. "Пĕчĕк ферма" теме те пулать, - йăл! кулса калаçрĕ Иван Викторович. Ун сăмахне картишĕнчи хурсем хыттăн какаласа, кăрккасем кăлтăртатса, автан авăтса, качакасем мекеклетсе, вăкăрсем мĕкĕрсе "çирĕплетрĕç". Шỹтлеместĕп, чăн-чăнах çапла. _ Ĕçлекене вăхăт çитмест, кахал нихăçан та пуяймасть, - тетчĕç ĕлĕк ваттисем. Çак чăнлăха хамăн пурнăçра курса ĕнентĕм. Ĕçлемесĕр пĕр кун та иртмен, сывлăх пур чух малашне те ĕçлесчĕ-ха, - вун-вун саслă кил картине ертсе кĕнĕ май калаçрĕ пирĕнпе И.В.Герасимов. 2. "ПИЛЛĔКРЕХ КĔТỸÇ ПУШШИ ТЫТРĂМ..." _ Эпĕ Хайпăла ялĕнче çуралнă, - сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ Иван Викторович. _ Ачалăхăм çав тери йывăр иртрĕ, пĕчĕккĕллех аттесĕр тăрса юлтăм. Пиллĕкрех пĕр ватă çынпа пĕрле кỹршĕри Палтиел колхозĕнче сысна кĕтĕвĕ кĕтме пуçларăм. Пăру кĕтĕвĕпе ĕне кĕтĕвĕ те кĕтнĕ, ĕçленĕшĕн апат çитеретчĕç тата тырă паратчĕç. Палтиел шкулĕнче 8 класс пĕтерсен, Саратов çывăхĕнчи Энгельс хулинчи ремесла училищине вĕренме кĕтĕм. Механизатор профессине илтĕм те, Хĕвел тухăç Казахстана, Çерем çĕрсене уçма тухса кайрăм. Кунта тракторпа та, комбайнпа та ĕçленĕ, техника вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Çамрăкла вĕренни ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ пулчĕ. Çерем çĕрсем çинче ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăнтăм, Шăмăршăри МТСра трактористра ĕçлерĕм. Ун чух районта пĕр гектар çĕр те акăнмасăр юлман, çунтармалли-сĕрмелли материалсем яланах çителĕклĕ пулнă. Çул çитсен салтака илчĕç. Службăри срока вĕçлесе яла таврăнсан пĕр хушă Тутарстанри Хурăнвар Шăхаль ялĕнче шоферта ĕçлерĕм. Унтан каллех романтика илĕртрĕ пулмалла: Иркутск облаçне тухса кайрăм. Каярахпа Кемеровăри пĕр шахтăра кăмрăк кăлартăм. Кунтах авлантăм, вырăс хĕрне качча илтĕм. Людмила Ивановнăпа хĕрĕх çула яхăн шăкăл-шăкăл килĕштерсе, юратса пурăнатпăр. Эпĕ арăма хисеплетĕп, вăл та мана сума сăвать. Икĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр, питĕ шел, хĕр ача çамрăклах çĕре кĕчĕ. Ывăл Харьçамрăклах çĕре кĕчĕ. Ывăл Харьковри çар авиацийĕн институтĕнчен вĕренсе тухсан чылай çул летчикра ĕçлерĕ. Халĕ Мускавра пурăнать, пĕр фирмăн генеральнăй директорĕ. 3. "КРЫМРА _ ЛАЙĂХ, ШĂМĂРШĂ ТĂРĂХĔ ТАТА ЛАЙĂХРАХ" - 1970 ÇУЛТА çемйипех Крыма куçса кайрăмăр, - иртнĕ пурнăçне тепĕр хут куç умне килсе тăратрĕ Иван Викторович. _ Ку вăхăт тĕлне эпĕ Барнаулти çул-йĕр техникумне пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Арăмпа иксĕмĕр те хими завочĕ тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Пирĕн дача пурччĕ, эпĕ унта пĕчĕк "ферма" уçрăм: вăкăр, хур-кăвакал, кăрккасем, кроликсем усраттăмăр. Улма-çырла тата пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, хамăртан ытлашшине сутса укçа тунă. Крымра лайăхччĕ, анчах ватăласпа чун тăван тăрăхах туртрĕ. 27 çул Хура тинĕс хĕрринче пурăннă хыççăн Шăмăршă районне куçса килтĕмĕр. Палтиелĕнче кивĕ çурт туянтăмăр, икĕ-виçĕ çул хушшинче çĕннине туса лартрăмăр. Сад ĕрчетрĕм, хуралтăсем çĕклерĕм. Пурне те çак алăсемпе, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленипе. Сăмахпа калани мĕн вăл, эпир мĕнле пурăннипе хăвăр курса паллашăр. 4. ỸРКЕНМЕН, ĂСТА ПУЛНĂ ВĂТĂР хур, çирĕм çичĕ кăркка, çакăн чухлех чăх, сĕт нумай паракан икĕ качакапа ăратлă икĕ вăкăр усраççĕ Герасимовсем. Арăмĕ чирлесе тăнипе (вăтăр çул ытла сварщикра ĕçленĕ), кил картишĕнчи мĕнпур ĕçе Иван Викторович хăй тăвать. Кăрккисем икĕ тĕрлĕ _ хурисем тата шуррисем. Пĕр кăркка сахалтан та 10-12 килограмм таять. Хурĕсем те самăр. _ Вăкăрсем манăн таса ăратлă, кăçал вĕсемпе ял çыннисен çĕр ытла ĕнине ерттернĕ. Каллех тупăш: 15 пин тенкĕ ытла укçа çĕрте йăваланса выртмасть вĕт. Килти пахча та тупăшлă: кăçал суханпа кишĕр 5 пинлĕх сутрăм. Çынсем пахча-çимĕç çитĕнтерме тăрăшманнинчен тĕлĕнетĕп. Тислĕк тăксан, çум курăксемпе кĕрешсен çĕр нихăш çул та тăкак кỹмест. Çамрăк мар ĕнтĕ эпĕ, çитес çул çитмĕл тултаратăп. Пĕр вун-вун пилĕк çул каялла пулсан, хирте çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелемеллеччĕ. Халĕ килти хуçалăхпа çеç йăпанса пурăнатăп. Ĕç маншăн _ чун канăçĕ, пурнăç илемĕ. Пахчана кĕрер-ха. Вунă вĕлле ытла пыл хурчĕсем тытатăп. Вĕсем те çуллен тупăш кỹреççĕ, хамăрăн сывлăхшăн та пыл сиплĕ. Вĕллесене юр айĕнче, хыр лăссисемпе чĕркесе хĕл каçаратăп. Сивĕ те мар, шăшисем те сиен кỹреймеççĕ. Пахчара тĕрлĕ сортлă улма-çырла йывăççисем çитĕнеççĕ. Пурне те хамăн алăпа лартса ỹстернĕ. Урамри çăкасене куртăр-и? Вăрмантан кăларса килсе лартрăм. Лайăх чĕрĕлчĕç, çулла чĕлтĕр-чĕлтĕр çулçисемпе манпа калаçнăн, тав тунăн туйăнать.  5. ЯЛТА ĔÇ ÇУК ТЕНИ _ ЙĂНĂШ ШУХĂШ _ Ялта ĕç çук тесе калакансене ан ĕненĕр, - терĕ Иван Викторович. _ Ялти чухлĕ ĕç урăх ниçта та çук. Çĕр пур _ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усра. Вĕлле хур-чĕсем ĕрчет. Патшалăх çăмăллăхлă кредит парать. Ỹркенмелле кăна мар, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессинчен сыхланмалла. Ир пуçласа каçчен ĕçлекен çыннăн ĕçкĕпе ашкăнма вăхăчĕ те, шухăшĕ те çук. Манăн вăрттăн ĕмĕт пур _ Палтиелĕнче страуссем усрасси. Хамăр республикăри Вăрнар районĕнче пĕр фермер çак чĕрчунсене усрани çинчен пĕлтĕм те, чун пĕрре те вырăнта мар. Çывăх вăхăтра ун патне кайса страус туянасси пирки калаçса татăласшăн. Çавна май хỹмесене çỹлĕлетрĕм, страус çинчен çырнă кĕнекесем вулатăп. _ Лаша усрасшăн мар-и? - ыйтрăм эпĕ Иван Викторовичран. _ Çулăмсем нумай ĕнтĕ, лаша усрама вăй çитерейместĕп, - терĕ вăл. _ Ытти выльăхпа кайăк-кĕшĕк йышне кăçалхинчен чакарасшăн мар. Ял çыннисем ман пата килсен тĕлĕнеççĕ: мĕн тума кирлĕ сана çакăн чухлĕ кайăк-кĕшĕк, теççĕ. Эпĕ çапла хуравлатăп вара: паянхи пурнăçра пуян пурăнасси йăлтах хамăртан килет, выльăх усраса, хур-кăвакал, пыл хурчĕсем ĕрчетсе, çĕр çинче ĕçлесе эпир хамăрăн ĕмĕре те вăрăмлататпăр. Кахал çын ир ватăлни вăрттăнлăх мар. Пурăнасчĕ-ха, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесчĕ. Çирĕп сывлăх, телей, килти хуçалăха тытса пырас ĕçре ăнăçусем сунатпăр Сире, хисеплĕ Иван Викторович!



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться