"Çемье бизнесĕ" номинацире - пĕрремĕш
ÇАК кунсенче Шупашкарта, агрегат завочĕн Культура керме-нĕнче, республикăри предприятисемпе организацисенче çамрăксемпе чи лайăх ĕçлес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурса республикăри 40 ытла предприятипе организаци хутшăннă. Шăмăршăри "Хлюкин О.А." уйрăм çын предприятийĕ "Çемье бизнесĕ" номинацире I степень Диплома тивĕçнĕ. Кон-курсра çĕнтернĕ ятпа саламлатпăр Сире, Олег Анатольевич!
"Шăмăршă хыпарĕ"