Çамрăксемпе - тĕл пулу
ШКУЛПА сыв пуллашма хатĕрленекенсем вали çак кунсенче Кăнтăр электросечĕсен Шăмăршăри уйрăмĕнче тĕл пулу пулса иртнĕ. Унта Шăмăршă шкулĕнчи вун пĕрмĕш класри хĕрсемпе каччăсене чĕннĕ, уçă калаçу йĕркеленĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа Кăнтăр электросечĕсен пуçлăхĕ В.И.Титов паянхи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă, электросеть уйрăмĕн малашлăхĕ пирки каласа панă. В.И.Титов шкул пĕтерекен çамрăксене малалла вĕренме кайма сĕннĕ. Электроэнергипе çыхăннă специалистсене Шупашкарти ЧПУра тата Хусанта вĕрентеççĕ. Апла çамрăксем валли тата çĕнĕ специальноçсем илме май пурри сисĕнет. Тепĕр тесен электросеть тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи те пĕчĕккĕ мар. Хĕрсемпе каччăсене çакă халĕ шутлаттаратех ĕнтĕ. Тĕл пулăва район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин та хутшăннă. Вăл та сăмах каланă.