Ял поселенийĕсенче проектсене пăхса тухнă
ДЕКАБРĔН 5-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел, Чукал, Кивĕ Чукал ял поселенийĕсенче, декабрĕн 6-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă, Васан, Палтиел, Анат Чаткас ял поселенийĕсенче, декабрĕн 7-мĕшĕнче Пуянкасси тата Шăмăршă ял поселени-йĕсенче çак поселенисен 2007-2010 çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн прогнозĕн тата поселенисен 2007 çулхи бюджечĕн проекчĕсене халăхпа итлесе анлăн сỹтсе явнă. Итлеве ял поселени-йĕсенче пурăнакансем, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем, учрежденисемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, ял активĕ хутшăннă. Ял поселенийĕсен социаллă экономика аталанăвĕн прогнозĕн проекчĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, 2007 çулхи бюджет проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Е.П.Кудрявцева паллаштарнă. Итлеве хутшăннисем ял инфраструктурине аталантарас, çулсем тăвас, ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе нумай ыйтусем панă тата вĕсем çине тулли хурав илнĕ. Пăчăрлă Пашьел, Васан, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Кивĕ Чукал, Палтиел, Анат Чаткас, Чукал, Шăмăршă ял поселенийĕсен 2007-2010 çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн пргнозĕн проек-чĕсене тата çак ял поселенийĕсен 2007 çулхи бюджечĕн проекчĕсене халăхпа итленĕ хыççăн ырлани çинчен пĕлтернĕ тата вĕсене çак ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕсенче пăхса тухма сĕннĕ.