Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сисĕмлĕ пулăшу 2006

 

ÇУЛХИ январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, Раççей Федерацийĕн "Сывлăх сыхлавĕ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çие юлнă хĕрарăмсене ятарлă сертификат пама тытăнчĕç. Ку вăл, паллах, вĕсемшĕн питĕ меллĕ пулăм. Сертификат икĕ талонран тăрать. Ача çуратма хатĕрленекенсен поликлиникăри хĕрарăмсен консультацийĕн кабинетне çие юлни 12 эрне иртиччен килме тăрăшмалла. Учета тăнă хĕрарăмсене 30 эрне çитсен талонпа тивĕçтереççĕ. Пĕрремĕш талон консультаци кабинетĕнче юлать. Унпа пулас ача амăшĕсен сиплевпе диагностика тăкакĕсене саплаштараççĕ. Ку вара хĕрарăмсен организмне тивĕçлĕ шайра тытса тăрассинче, варти ача кирлĕ пек аталанассинче сисĕмлĕ пулăшу парать. Иккĕмĕш талонпа хĕрарăмсем ача çураттаракан çуртра усă кураççĕ. Ача çуратнă чухне вĕсем валли мĕн кирлине пĕтĕмпех тỹлевсĕр уйăраççĕ. Сăмах май, кăçал районти 141 хĕрарăма сертификат панă. Кунта çакна та хушса калас килет. Хăш-пĕр хĕрарăмсем поликлиникăри консультаци кабинетне вăхăтра килмеççĕ. Çакнашкал явапсăрлăх талона кая юлса илесси патне илсе пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2006
00:00
Поделиться