Савăнтар çынсене, почтальон
ТЕМШĔН, журналистсем çыхăну ĕçченĕсем çинчен питех çырмаççĕ, хĕллехи çил-тăманра та, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара та килрен-киле хаçат-журнал валеçекен почтальонсене хутран-ситрен çеç аса илетпĕр. Ялти çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ вара пĕрре те çăмăл мар. Хаçат-журнал çырăнтарнисĕр-валеçнисĕр пуçне, электричествăпа тата газпа усă курнăшăн та укçа пуçтараççĕ, телеграммăсем йышăнаççĕ, посылка-бандероль ăсатаççĕ, пенсионерсене пенси укçи парса савăнтараççĕ, тĕрлĕрен тавар сутаççĕ... Çирĕм виççĕмĕш çул ертсе пырать Палтиелĕнчи çыхăну уйрăмĕн коллективне О.Ф.Михайлова. Унăн йăмăкĕн _ А.Ф.Фролова почтальонкăн ĕç стажĕ вара çирĕм тăхăр çул. Александра Филипповна Палтиелĕн чăваш пайĕнчи кашни çемьерех _ чи кĕтнĕ çын. Палтиелĕнчи çыхăну уйрăмне хальхи вăхăтра 1060 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал килсе тăрать. Çав шутра 155 экземпляр _ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат. _ Çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли те кăçалхинчен кая мар çырăнтарассишĕн тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Ольга Филипповна Михайлова. _ Çак тĕллевпе почтальонсем кашни килех çитеççĕ, шкул коллективĕпе тĕл пулни те усă кỹчĕ. Савăнтар çынсене, почтальон, Çырăнтар "Шăмăршă хыпарне". Кунсерен çынсем тав туни Пулĕ саншăн чи пысăк парне!