Сахăр чĕкĕнтĕрĕ - тупăш çăл куçĕ
ЮЛАШКИ çулсенче районти хуçалăхсем сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Кăçал, сăмахран, çак культурăна 849 гектар çинче çитĕнтернĕ, 24,62 пин тонна пылак тымар çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Çак кăтарту 2005 çулхипе танлаштарсан 1,6 хут пысăкрах. 2010 çул тĕлне районта сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне 1200 гектар таран ỹстерме палăртнă. Пурĕ 44590тонна пылак тымар çимĕç пуçтарса кĕртмелле. Тухăçа ỹстерсе пынипе пĕрлех, чĕкĕнтĕр туса илнĕ чухне тăкаксене те чакарма палăртнă. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтри технологипе анлăн усă курмалла.
"Шăмăршă хыпарĕ"