Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Реконструкци ĕçĕсем малалла пыраççĕ

 

РАЙОНТИ тĕп больницăн ача çураттаракан уйрăмĕ вырнаçнă корпусра кăçал реконструкци ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне корпусăн иккĕмĕш хутĕнчи реконструкци ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Коридорти, пỹлĕмсенчи стенасене çĕнĕрен штукатурка туса тикĕсленĕ, процедура кабинечĕсене керамика плиткисемпе çыпăçтарнă, чỹрече блокĕсемпе рамисене, алăксене пĕтĕмпех çĕннисемпе ылмаштарнă, маччасене çĕнĕ йышши материалпа илемлетнĕ. Объектра хальхи технологипе усă курса ăшă паракан системăна çĕнĕрен тунă. Шыв, канализаци, вентиляци системисене вырнаçтарас ĕç малалла пырать. Электрооборудованипе проводкăсене çĕннисемпе ылмаштараççĕ. Корпусра хуть мĕнле ĕçе те лайăх пахалăхпа тата Евростандарта пăхăнса туни тỹрех сисĕнет. Санитарипе гигиена требованийĕсене пурнăçласси те манăçмасть _ медицина учрежденийĕнче вĕсем тĕп вырăн йышăнни каламасăрах паллă ĕнтĕ. _ Объектри ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев пысăк тимлĕхре тытать, вĕсем чăрмавсемсĕр малалла пыччăр тесе тăрăшать, - терĕ район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов. _ Халĕ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче те хĕрỹ ĕçсем пуçланчĕç. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Шупашкарти ытти хăнасемпе пĕрле ял ĕçченĕсене чыслама района килсен объектри ĕçсене вĕçлеме 2007 çул пуçламăшĕнче республика бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма шантарчĕ. Ку, паллах, савăнтарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2006
00:00
Поделиться