Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пире тăван кĕтсе тăрать...

 

 КĔРКУННЕ вĕçĕнче _ хĕл пуçламăшĕнче ял çынни выльăх-чĕрлĕх тата хур-кăвакал пусать, хăна-вĕрле пуçтарать. Ялан ĕçленипе кăна мар, кĕрекене ларса савăнас та килет. Мĕн каласан та, ял халăхĕ халĕ начар пурăнмасть, сĕтел çине лартмалли те чылай. Аш-пăшпа юр-вар, улма-çырла енчен те тулăх. Ĕçмелли те тем чухлех. Сăмахăм ман шăпах эрех-сăмакун пирки. Пилĕк-ултă мăшăра хăнана чĕнсен те ещĕкпех эрех е флягипех сăмакун хатĕрлеме тăрăшни вăрттăнлăх мар. Çынна ỹсĕрĕличчен ĕçтермесен хуçан чунĕ канмасть, хăнана чĕннĕ пек те туйăнмасть пулмалла. Пурте куратпăр, ăнланатпăр çакна: юлашки çулсенче ĕçкĕ-çикĕпе ытлашширех иртĕхме пуçларăмăр. Хăнара илемлĕ юрă мар, "ĕç-ха ĕнтĕ, тĕппипе ĕçмесен çилленетĕп"", - тени ытларах илтĕнет. Юрă тенĕрен, халăхăмăрăн чуна çывăх илемлĕ юррисене те манса пыратпăр. Хальхи эстрада "çăлтăрĕсен" "Эп сана юратрăм, санран ача çуратрăм", "Иртрĕ пирĕн юрату, пурпĕр мана эс чуп ту" евĕр юррисем вăй илчĕç. Çак юрăсене хĕрĕхри-аллăри хĕрарăмсем юрланине илтетĕн те, тăван халăхшăн чун ыратать. Юрламалла мар теместĕп-ха, çапах та... Мĕн ĕлĕкрен ĕçкĕн хăйĕн юрри, туйăн хăйĕн юрри-такмакĕ пулнă вĕт. Мĕншĕн мантăмăр-ха вĕсене, тăванăмăрсем? Арçынсем вара пачах та юрламаççĕ, мĕн килнĕренпех картла выляма пуçлаççĕ те кайичченех пăрахмаççĕ. Тулли черкке те вĕсем патĕнчен татăлмасть. Нумай ĕçмесен, юрă-ташăра савăнсан, ĕçкĕ-çикĕн илемĕ пур. "Хăнара тăраниччен ĕçеймерĕм те", тенине мар, "чун каниччен юрларăм-ташларăм" тенине илтесчĕ. Ватăраххисен çамрăксене юрă-такмаксене вĕрентсе хăварасчĕ. Ĕлĕкрен çапла пулнă, малашне те çаплах пултăрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2006
00:00
Поделиться