Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи лайăххи пулма çăмăл мар

 

РАЙОНТИ шкулсенче "Чи лайăх класс руководителĕ" ята тивĕç пулассишĕн ирттерекен конкурсăн суйласа илмелли пĕрремĕш турĕ вĕçленнĕ. Карапай Шăмăршă вăтам шку-лĕнчи 4 класс ертỹçи Р.А.Лукьянова, 7 класс ертỹçи Л.Н.Сабаева тата 11 класс ертỹçи Г.В.Кузьмина, Чукалти тĕп шкулти Н.И.Ильичева (8 класс), И.М.Карпова (1-4 классем), Т.Н.Андреева (2-3 классем), Анат Чаткас вăтам шкулĕнчи 10 класс ертỹçи Л.Ф.Юнкерова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классен учительници Н.В.Можаева, Палтиелĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Г.А.Стратилатова тата Васанти вăтам шкулти пуçламăш классен учительници И.И.Ендиерова районти конкурса хутшăнаççĕ. Олимпиада пултаруллисене палăртать ÇАК кунсенче Шăмăршăра районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче географи тата право предмечĕсемпе олимпиадăсем иртнĕ. Географие Кивĕ Чукалти вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Елена Карзановапа çак шкулта 9 класра вĕренекен Ольга Крикина, Пуянкассинчи вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Александр Пушкин тата Васанти вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Ростислав Смаев чи лайăх пĕлнине кăтартса панă. Право олимпиадинче вара Кивĕ Чукал вăтам шкулĕн 9 класĕнче вĕренекен Ольга Крикина, Пуянкасси вăтам шкулĕн 9 класĕнче вĕренекен Сергей Захаров, Палтиел вăтам шкулĕн 8 класĕнче вĕренекен Венера Габитова тарăн пĕлỹ илни палăрнă. Ачасене олимпиадăсене лайăх хатĕрленĕшĕн район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕ Кивĕ Чукалти вăтам шкул учительне Г.П.Тридворнова тав туни çинчен пĕлтернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2006
00:00
Поделиться