Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Баскетбол: шкулсен чемпионачĕ

 

ШКУЛ ачисен XIX Спартакиади шучĕпе иртекен ăмăртусем малалла пыраççĕ. Акă, баскетбол вăййисем те хыçа юлчĕç. Вĕсем питĕ хĕрỹ те çивĕч пулчĕç. Шкул командисене зонăсем çине уйăрса выляттарчĕç. Пĕрисем _ Виçпỹрт Шăмăршă, теприсем Палтиел шкулĕсенче вăй виçрĕç. Финал вара Шăмăршăра пулчĕ. Каччăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ карапайшăмăршăсемпе анатчаткассем. Хĕрсенчен вара çĕнтерỹçĕ ятне Палтиел шкулĕн чиперукĕсем йышăнчĕç. Анатчаткассем _ иккĕмĕш, Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди _ виççĕмĕш. Лайăх вылякансене те асăнса хăварар. Вĕсем _ Д.Лепешкин (Карапай Шăмăршă), С.Хафизов, К.Прокопьева (иккĕшĕ те Шăмăршă), А.Юманова (Палтиел).



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 декабря 2006
00:00
Поделиться