Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĔРЕНТỸ: шырав, тĕпчев, ăнтăлу

 

ÇАК кунсенче Шăмăршăри вăтам шулта ачасен район шайĕнчи "Наука. Пултарулăх. Аталану" наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта 10 шкултан пухăннă 50 ача хутшăнчĕ. Конференци 6 секцие пĕрлештерчĕ: вырăс филологийĕ, тăван ен культури, естествознани, тĕрĕс шутлав наукисем, истори, ют чĕлхесем. Ачасем малтан хăйсем хатĕрленĕ проектсене шкулти конференцире хỹтĕленĕ. Проектпа паллаштарнă чух пулăшу хатĕрĕсемпе анлă усă курчĕç: стенд, таблица, фото, иллюстрацисем тата ыт. те. Кăçалхи конференцире вара компьютерпа усă куракан ачасем самаях йышлă пулни курăнчĕ. Вĕсем курăмлă материала проектор урлă экран çине куçарчĕç. Хальлĕхе компьютер технологийĕпе усă куракансем Шăмăршă, Анат Чаткас, Пуянкасси шкулĕсенче вĕренекенсем пулчĕç. Тепĕр çĕнĕлĕх: конференцие хутшăнакансен çулĕ кăçал самаях "çамрăкланчĕ". Аслă класра вĕренекенсемпе пĕр танах 4 тата 5 класс ачисем те вăй виçрĕç. Сăмах Васан шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Вадим Сергеевпа Ксения Смаева (учителĕ И.И. Ендиерова ), Шăмăршă шкулĕнче 4-мĕш класа çỹрекен Ирина Волкова (учителĕ С.В.Юхвитова), Карапай Шăмăршăран килнĕ 5-мĕш класс хĕрачи Наташа Яковлева (ертỹçи И.Г.Яковлева) пирки пырать. Вĕсем хăйсене чăн-чăн тĕпчевçĕсем евĕр тыткаларĕç, ыйтусем çине тулли те тĕрĕс хурав пачĕç. Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе çакна палăртма кăмăллă: çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ учитель-предметниксем хăйсен вĕренекенĕсене çĕнĕ технологие _ проект хатĕрлесе ăна хỹтĕлессине явăçтараççĕ. Тĕпчев ĕçĕ шкулсенче анлăланса, вăйланса пырать. Кунта, паллах, педагогăн тавракурăмĕ, çĕнĕлле, творчествăлла ĕçлеме пĕлни пысăк вырăн йышăнать. Акă Кивĕ Чукал шкулĕнче ĕçлекен Анжелина Ивановна Малеевăнах илер. Вăл математика вĕрентнипе çеç çырлахмасть, ачасене тăван ялтан тухнă паллă çынсен кун-çулне тĕпчеме хăнăхтарать. Вăл ертсе пынипе ачасем хатĕрленĕ Карзановсемпе Денисовсен йăхĕсен тĕпчевĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕç авторĕ, 11-мĕш класри Лена Карзанова, 7-8 сыпăк таран йăх, ăру гениалоги йывăçне хатĕрленĕ. Ашшĕ енчен вăл _ Мефодий Иванович Денисов паллă юрăçăпа тăванлă, кукамăш енчен _ тĕнче чемпионĕ пулнă СССР спорт мастерĕ Николай Степанович Чамеевпа, кукашшĕ енчен _ Егор Константинович Карзановпа. Егор Константинович, Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, 1918 çулта Пăва уесĕн (хальхи Шăмăршă районĕ те унта кĕнĕ) пĕрремĕш çутĕç комиссарĕ пулнă. Çакна пĕлни çамрăксене малалла ăнтăлмалли, çунатлантармалли вăй-хал парса тăмасть-и-ха? Çак тĕпчев ĕçне кивчукалсем Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалланă. Унăн ертỹçине, Анжелина Ивановнăна, çак ырă ĕçе малашне те тăсса пыма вăй-хал, сывлăх пултăрччĕ. Хамăн статьяна вĕçленĕ май, шкул ертỹçисене çĕнĕлĕхе хăюллăрах алла илмешкĕн çине тăрса ĕçлемелли çинчен аса илтересшĕн. Тулли мар шкул тесе пурнăçран юлса пырас марччĕ, ачасене хальхи самана ыйтнă пек аталантарса пырасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться