Проектсемпе паллаштарнă
ТУНТИ КУН район администрацийĕн Пысăк залĕнче Шăмăршă районĕн 2007-2009 çулсенчи экономикăпа социаллă аталанăвĕн прогнозĕн тата Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕн проекчĕсене итлесе анлăн сỹтсе явнă. (Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕн проектне "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕччĕ). Районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ документсен проекчĕсене итленĕ çĕре район çыннисем, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял поселени-йĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен яланхи комиссийĕсене ертсе пыракансем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен тата шкулсен ертỹçисем, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем хутшăннă. Проектсене халăхпа итлессине район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров уçнă тата ертсе пынă. Районăн çитес çулхи бюджечĕн проекчĕ çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Е.П.Кудрявцева, 2007-2010 çулсенчи экономикăпа социаллă аталану прогнозĕн проекчĕ çинчен район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Ильязова доклад туса панă. Çỹлте асăннă документсен проекчĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшлар, творчествăлла ĕçлер" Çырăвĕпе тата ЧР Президенчĕн 2006 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин 2007 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн туса хатĕрленĕ. Район бюджетĕнче тăкаксен суммине 146354,5 пин, тупăшсем енĕпе 144907,5 пин, çав шутра хамăр туса илекен тупăшсем енĕпе 94490,6 пин тенкĕ палăртнă. Бюджет проектĕнче районăн экономикине, культурине, сывлăха сыхлас тата вĕрентỹ ĕçĕсене пур енĕпе те малалла аталантарассине, район умĕнче тăракан задачăсене татса парассине пысăк вырăн уйăрнă. 2010 çул тĕлне районти ял хуçалăхĕн тĕрлĕ категорийĕсен пĕтĕмпе 28630 тонна тырă, 44590 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илмелле. Аш-какай тата сĕт туса илессине 124 процент ỹстермелле. Проектсене итлеме хутшăнакансем хăш-пĕр сĕнỹсем те панă, вĕсене шута илнĕ.