Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Палтиелĕнче _ моделлĕ библиотека

 

РАЙОНТА халиччен моделлĕ библиотекăсем çиччĕччĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕнче Палтиелĕнче те çакăн пек библиотека уçăлчĕ. Ку вăл _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров палăртнă программа районта чыслăн пурнăçа кĕни. Моделлĕ библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева, Палтиел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Ахмеров, Шăмăршăри тĕп библиотека директорĕ Л.Г.Иванова, районти библиотекăсенче ĕçлекенсем тата хăнасем хутшăнчĕç. Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем "Библиотека _ пĕлỹ çурчĕ" ятлă литература композицийĕпе савăнтарчĕç. Палтиелĕнчи библиотека заведующийĕ М.М.Гайнуллова хăнасене библиотека кун-çулĕпе, çĕнĕ информаци ресурсĕпе, аудио тата DVD техника пулăшнипе вулакансене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех библиотека ĕçĕн ветеранĕн Р.П.Савельеван сăмахне те итлеме кăмăллă пулчĕ. "Палтиел ялĕнчи культура объекчĕсем тата ăсталăх çыннисем", "Палтиелĕнчи вăтам шкул" фактографи базин кăтартăвĕсемпе паллашасси те интереслĕ иртрĕ. Н.Г.Игнатьева ялти библиотека заведующине Чăваш Республиин Президенчĕн ятĕнчен компьютер тата DVD техникин комплектне панине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Уяв Палтиелĕнчи вăтам шкул ачисен вăйĕпе хатĕрленĕ концертпа вĕçленчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться