Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх хисеплет

 

 ПАЛТИЕЛ ял поселенийĕн администрацийĕнче яланах ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илеççĕ, килнĕ çынна тимлĕн итлесе вăл е ку ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Ахмеров ваттисене хисепленине те палăртмалла. Вăл тăрăшнипех масарсене тирпейлесе тăраççĕ, çулла ялта Акатуй-сабантуй ирттерчĕç. Икĕ яла ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă. Килес çул урамсене асфальт сарас ĕç анлă сарăлĕ. Çурт лартакансене те пулăшмасăр хăвармаççĕ. "Ял поселенийĕнче ĕçлекенсен чи пирвайхи тивĕçĕ _ халăхшăн тăрăшасси, - тет М.М.Ахмеров. _ Çакăн пирки эпĕ депутатсене те аса илтерсех тăратăп".



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться