Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧЕРККЕ АЛĂРА-ТĂК _ ИНКЕК ТЕ ÇУМРАХ

 

ЮЛАШКИ вăхăтра алкоголизм тыткăнне лекнĕ çынсем суррогат ĕçсе аптранă е, тата хăрушăрах, вилнĕ тĕслĕх нумайлансах пырать. Халь кăна-ха, акă, йỹнĕ суя эрех ĕçсе вун-вун çын больницăна лекни, темиçе çын пурнăçран уйрăлни пирки çĕршывĕпех пĕлтерчĕç. Лару-тăру халĕ те лăпланман-ха. Инкек малалла та сарăлма пултарать. Мĕншĕн тесен эрехпе минренĕ, мухмăрпа аптранă çын нимĕне те пăхса тăмасть: пăрака-и, сăмакун-и, одеколон-и, лосьон-и, шăл эликсирĕ-и, туалет шывĕ-и, техника спирчĕ-и _ йỹнĕ кăна пултăр. Чылай производствăра усă куракан гидролизлă тата сульфитлă спиртсем çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет. Вĕсем _ йывăçран хатĕрлекен этил спирчĕсем. Çак спиртсенче наркăмăшлă хутăш, тĕпрен илсен, метил спирчĕ, çав тери нумай. Организма лексен вăл йăлтах тухса пĕтмест, кăткă йỹçĕклĕхне (муравьиная кислота) куçать. Вăл пухăнни вара тĕп нерв тытăмĕнче, сетчаткăра, куç нервĕнче пулса иртекен йỹçĕклĕхпе ылмашăну ĕçне пăсать. Метил спирчĕпе наркăмăшланни мĕнле палăрать-ха? Çăмăлрах сиенленсен пуç ыратать, ăш пăтранать, хăстарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, ыйхă килет. Хытах наркăмăшлансан, кунсăр пуçне, çын тăн çухатма е вилме те пултарать. Алкоголь суррогачĕсене пĕрмай ĕçни куç нервне çав тери сиенлет. Куç нервĕ _ курав органĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Вăл наркăмăшлансан куç çивĕчлĕхĕ тăрук, çав тери хăвăрт чакса пырать. Денатурат, политура (вĕсенче те метил спирчĕ пур) ĕçсен те çак йывăр улшăнусем пулса иртеççĕ. Организмшăн пăракапа сăмакун уйрăмах хăрушă. Чылайăшĕ вĕсем, таса сахăрпа çĕпререн юхтарнă май сиенсĕр тесе шутласа йăнăшать. Пăрака йỹçнĕ май 30 ытла наркăмăшлă япаларан тăракан çу (сивушное масло) пулать. Пăракапа тата сăмакунпа наркăмăшлансан тĕп нерв тытăмĕ хытă сиенленет, пуç мимин юн тымарĕсенче улшăнусем пулса иртеççĕ, чĕре япăх ĕçлеме пуçлать. Пирĕн, наркологсен, алкоголь суррогачĕсене ĕçсе шар курнă çынсене час-часах сиплеме тивет. Пациентсем хăйсене питĕ япăх туяççĕ, вĕсен йывăр мухмăрĕ нумая пырать. Ку суррогатра сиенлĕ çусем пуррипе çыхăннă. Сăмакун, пăрака, техника спирчĕ ытти суррогат сывлăха чăтма çук пысăк сиен кỹреççĕ, пурнăç умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та килте хаяр спирт шĕвекĕсем хатĕрлесе сутакансене, ытти суррогата сутса тупăш тăвакансене саккунпа çирĕп явап тыттараççĕ. Хисеплĕ вулакансем, асăрхануллă пулăр, сывлăхăра упрăр. Усал шĕвекпе пуçа минретсе вилĕме çывхартассинчен сыхланăр, хăвăра, тăванăрсене, ытти çынна упрăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 декабря 2006
00:00
Поделиться