ВĂТ КУ КУРАК!
СĂНАМА çеç ан ỹркен _ çут çанталăкра тĕлĕнмеллине сахал мар курма, асăрхама пулать. Пĕр кăсăклă пулăмпа паллаштарам-ха. Юлташпа урамра чикарккă мăкăрлантарса тăратпăр. Пур çĕрте те _ кĕркунне паллисем: йывăçсен çулçисем хĕрелнĕ е сарăхнă ĕнтĕ, чăштăр-чăштăр туса çĕр çине тăкăнаççĕ. Хăйне кура илем вĕт: йывăçсем, çывăрас умĕн, хăйсен айне çемçе тỹшек сарнăнах туйăнать. Темиçе хутчен тăм ỹкрĕ пулин те, хăшпĕр чечексем çаплах пуçĕсене усасшăн мар-ха, çу илемне тата кăштах тăсасшăн пек туйăнаççĕ. Кайăксем те тахçанах юрлама пăрахнă ĕнтĕ _ çерçисем чимлетнипе кураксем кранклатнине çеç илтме пулать. Курак тенĕрен... Юлташпа калаçса тăнă май, çывăхри йăмра çине пĕр курак вĕçсе пырса ларнине асăрхаман та эпир. Мĕнех вара теме пултаратăр эсир: курак _ кураках, мĕн тĕлĕнмелли пур? Вăл вара чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Малтанласа чиперех кранклатрĕ-ха хайхискер. Унтан вара... Курак пĕрре кушак пек мăрлатать те макăрса ярать, вăхăт нумай та иртмест, качака путекки пек макăрса ярать. Çамрăк тихалла та кĕçене-кĕçене илет хайхискер, пăру пек макăрать, сысналла çухăрать, унтан пусма ларнă чăх пек кăтиклеме пуçлать. Мĕнле-мĕнле чĕр чун кăна пулса курмарĕ-ши йăмра çинчи курак. Çакнашкаллине хальччен курманран, юлташпа тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Курак "концерчĕ" вара çур сехете яхăнах тăсăлчĕ. Халиччен пĕрре кăна мар илтнĕччĕ-ха: попугайсăр пуçне хăшпĕр вĕçен кайăксем, вăл шутра кураксем те, алла хăнăхтарса вĕрентсен, ытти чĕр чунсемпе кайăксен сассисене евĕрлеме пултараççĕ. Ахăртнех, ку курак та çакнашкаллисенчен пĕри пулмарĕ-ши? Е вăл, кăнтăра вĕçсе каяс умĕн, пире юриех тĕлĕнтерсе, савăнтарса хăварас терĕ-ши? Кураксем тенĕрен, вĕсем "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорийĕнче те йышлă тĕл пулаççĕ, юлашки çулсенче вĕсен йышĕ ỹссе пыни палăрать. Хăшĕсем вара, çанталăка кура, пирĕн тăрăхрах хĕл каçма та юлаççĕ.