Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂСЕМ - РЕСПУБЛИКА ПРИЗЕРĔСЕМ

 

НУМАЯХ пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче Совет Союзĕн Геройне В. Винокурова асăнса самбо мелĕпе кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ Александр Юнкеров (Шăмăршăри вăтам шкулти 8 класс) 44 кг таранчченхи виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. СССР спорт мастерне С. Уливанова асăнса Вăрмарта йĕркеленĕ самбистсен республикăри турнирĕнче Чăваш Енри хуласемпе районсен спортсменĕсем тата Хусантан килнĕ хăнасем вăй виçнĕ. Турнирта 32 кг таранчченхи виçеллисем хушшинче Андрей Воробьев (7 класс) пĕрремĕш вырăна тухнă. 10 класри Иван Владимиров (59 кг таран) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Асăннă воспитанниксем самбо ăсталăхне А. М. Ичанкин тренер ертсе пыракан секцире туптаççĕ. Çак уçă турниртах А. В. Филиппов тренер ертсе пыракан кĕçĕн ушкăнри пĕчĕк самбистсем те ăмăртнă. 3 класра вĕренекен Иван Филиппов (26 кг таран) виççĕмĕш вырăн йышăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 декабря 2006
00:00
Поделиться