Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Комиссин черетлĕ ларăвĕ

 

Наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешес, вĕсемпе суту-илỹ тăвассине пỹлес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне çак комиссин председателĕн çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева уçрĕ, кун йĕркинче тăракан ыйтусемпе паллаштарчĕ. "Шăмăршă районĕнче наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешес, вĕсемпе суту-илỹ тăвассине пỹлес тĕлĕшпе пурнăçламалли комплекслă мерăсем" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем 2006 çулхи 10 уйăхра мĕнлерех ĕçлени çинчен уголовнăй шыравăн оперуполномоченнăйĕ Ю.Г. Ефимов каласа пачĕ. Кăçал милиционерсем 8 наркопреступление уçса панă, çав шутран 7-шĕ мăкăньпа çыхăннă. Килти хуçалăхра мăкăнь ỹстерме юраманни, вăл хăй тĕллĕн шăтсан та кăкласа ывăтмалли пирки район хаçатĕнче нумай çырнă ĕнтĕ, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем, ял поселенийĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем те халăх хушшинче ăнлантару ĕçне илсе пыраççĕ. Апла пулин те районти пахчасенче мăкăнь çав-çавах пĕтмест-ха. Мăкăнь _ наркотиклă культура, ăна ỹстернĕшĕн, кăларса типĕтнĕшĕн тата упранăшăн граждансене РФ УКĕн 228 статйи тăрăх айăплаççĕ. Районти пахчасене ытти регионсен наркоманĕсем те куç хываççĕ. Кăçал çу кунĕсенче Хайпăлара мăкăнь пуçтарса çỹренĕ икĕ арçынна тытса чарнă милиционерсем. Ульяновскран килнĕ çамрăксем ВИЧ-инфекциллĕ пулни те палăрнă. Шупашкар арçыннине вара Шăмăршăра арестленĕ. "Пахчара мăкăнь ỹстернĕшĕн тата ăна упранăшăн район çыннисенчен хăш-пĕрисем условнăй срок илни ыттисемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ", - терĕ Ю.Г.Ефимов. Н.Н.Полякова врач-нарколог пĕлтерĕвне те тимлĕн итлерĕç комисси членĕсем. Хальхи вăхăтра наркологи кабинетĕнче пĕр çамрăк учетра тăрать. Вăл наркотиксемпе темиçе хутчен кăна усă курнă-мĕн _ наркомансен йышне кĕме ĕлкĕреймен. Çак йĕкĕт хăй йăнăш çул çине тăма пуçланăшăн чунтан ỹкĕнет, спорт çине пысăк тимлĕх уйăрать. Наталья Николаевна унпа çав-çавах калаçусем ирттерет, йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарать. Врач-нарколог милици сотрудникĕсемпе пĕрле кашни уйăхрах шкулсенче калаçусем йĕркелет, ачасене наркотиксемпе усă курасран асăрхаттарать, вĕсем çап-çамрăклах вилĕм патне илсе пыма пултарни пирки ăнлантарать. Кунта, паллах, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе шкулти педагогсен тимлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасенчи улшăнусене асăрхасанах, вĕсен тỹрех кирлĕ мерăсем йышăнмалла, районти врач-наркологпа çыхăнмалла. Ачасен ят-шывĕ вăрттăнлăхра юлĕ _ кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Шăмăршăри 44-мĕш номерлĕ аптека директорĕ И.В.Ларшников пĕлтернĕ тăрăх, психотроплă препаратсем шанчăклă упранаççĕ, вĕсене çирĕп учета илсе пыраççĕ. Çакнашкал препаратсене район çыннисене врачсен рецепчĕсем тăрăх кăна параççĕ. Тĕп больница валли те вĕсене законодательствăна çирĕп пăхăнса уйăраççĕ. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси секретарĕ Л.И.Тимофеева тухса калаçрĕ, "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци районта мĕнлерех пыни пирки каласа пачĕ. Н.Г.Игнатьева комисси ларăвĕн ĕçне пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешес, вĕсемпе суту-илỹ тăвассине пỹлес енĕпе профилактика субъекчĕсен тачăрах çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 декабря 2006
00:00
Поделиться