Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кил, турист, Шăмăршă енне, ỹстерме ăс-тăн пуянлăхне

 

ИЛЕМЛĔ те пуян пирĕн тăрăхри çут çанталăк. Вăрмансем 52 пин гектара яхăн е район территорийĕн 57,5 процентне йышăнаççĕ. Кашни çын пуçне вăтамран 2,75 гектар вăрман тивнине шута илсен, эпир республикăра чăн малти вырăнта темелле. Пысăк юхан шывсем çук пулин те, Хырла, Пасна, Чăршăллă тата тăрна куçĕ пек тăрă, кĕмĕл шывлă ытти пĕчĕк çырмасем, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсем тăван тавралăха ытарайми илем кỹреççĕ. Район территорийĕнче историшĕн паллă вырăнсем те пур. Çавăнпа та Шăмăршă тăрăхĕнче туризма аталантарма пур майсем те çителĕклĕ, çакă пыра-киле район экономикине çĕклеме пулăшмалла. Чикĕ леш енчи чылай çĕршыв туризм кỹрекен тупăшпах вăйлă аталаннă. Вăрмансăр пуçне, килен-çỹрен хăнасене тата мĕнпе илĕртме пултаратпăр-ха эпир? Çак ыйтăва эпĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçине, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕпе "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ çинчен темиçе кĕнеке пичетлесе кăларнă П.Т.Тихонова панăччĕ. _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркне йĕркеленĕ чухнех "ăс-тăн культурин палăкĕсем" çинчен калаçу пуçарнăччĕ, - терĕ П.Т.Тихонов. _ Вĕсен шутне киремет вырăнĕсем те кĕреççĕ. Сăмахран, Кивĕ Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсенче пурăнакансем ĕлĕкрен Пулмантăш çырми çывăхĕнчи Учỹк сăрчĕ патне, чăваш туррисене пуç çапма тата парне пама пуçтарăннă. Тăватă çулта пĕрре Мăн чỹк ирттернĕ. Кунти çăл шывĕ асамлă тесе шутланă, ăна нумайлăха упрама килĕсене илсе кайнă. Пăчăрлă Пашьел çывăхĕнче вара "Сивĕ çăл" ятлă киремет вырăнĕ упранать. 1761 çулта Асанкасси ялĕ çывăхĕнче тимĕр шăратакан завод туса лартнă пулнă, вăл XVIII ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варриччен ĕçленĕ. Завод çулталăкра пин пăта яхăн тимĕр шăратса кăларнă. Руда кăларнă вырăн халĕ те упранса юлнă. Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче, Шурă Пасна çырми хĕрринче, 1854 çулта сукна фабрики туса лартнă, унта 450 ытла çын ĕçленĕ. Çулталăра 12 пин пăта яхăн çăма ĕçе кĕртнĕ. Пысăк пушар пулнине кура, фабрика 1890 çулта хупăннă. Хальхи вăхăтра çак вырăн питĕ илемлĕ, туристсемшĕн илĕртỹллĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче Чĕмпĕр купси Ф.А.Маленков эрех завочĕ те туса лартнă пулнă. 1774 çулта ăна Емельян Пугачев çарĕнчи пăлхавçăсем тĕпĕ-йĕрĕпех тустарнă. Халăх асĕнче "Карлинский вал" текен вырăн та лайăх упранса юлнă, унăн паллисене Ирçе Тĕкки, Энтĕрьел, Шăмăршă, Ярăслав, Хайпăла, Палтиел, Патирек ялĕсем çывăхĕнче асăрхама пулать. Тăшман тапăнасран хỹтĕленмелли çирĕплетнĕ вырăнсене XVI ĕмĕрĕн 70-мĕш-80-мĕш çулĕсенче тунă тесе шутлаççĕ историксем. Шел те, историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсенче археологи тĕпчевĕсем ирттермен-ха. Çавăн пекех "Кĕтерне патша çулĕ" текен вырăнсене те турист маршрутне кĕртме сĕнĕттĕм. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорийĕнче çут çанталăкăн ытарайми пуянлăхне упракан Баскак, Мулла тата Кучек паççулккисем вырнаçнă. Хырла, Фабрика, Камкино паççулккисем вара тахçанах пĕтнĕ, халăх асĕнче çеç юлнă. Туристсене çак вырăнсемпе паллаштарма та пулать. Мулла паççулкки патĕнче Павел Федорович Прусаков летчика асăнса лартнă палăк пур. Вăл 1942 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче авиакатастрофăра вилнĕ. Парк территорийĕнче йывăç кăмрăкĕ хатĕрлессипе тата сăмала-тикĕт юхтарассипе çыхăннă истори вырăнĕсем те пур. Вĕсен шутне Кириллстана, Егорстана, Камкинăна, Камышинкăна кĕртмелле. Кăмрăк хатĕрленĕ Капустино, Ибрай, Кирук, Хамит, Исляма, Нюрук, Кивĕ вырăнсем те упранса юлнă. 2003 çулта хута кайнă ипподром та Раççейри яллă районсенче чи лайăххи шутланать. Палтиел вăрманĕнче, Хырла çырми çинче тăвакан шыв хранилищи те (шыв пухăнакан лаптăкĕ 420 гектар) туристсем валли чи лайăх кану вырăнĕ пулĕ. Каллех "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ патне таврăнар-ха. Кунта 16 турист маршручĕ (пĕтĕмĕшле тăршшĕ_ 329 километр, иккĕмĕш черечĕ _ 215 километр), уçма палăртнă. Çав шутра 263 километрĕ _ çуран е йĕлтĕрпе çỹремелли, 204 километрĕ _ лашапа, 22 километр _ велосипедпа, 26 километрĕ _ автомашинăпа, 24 километрĕ шывпа (байдаркăпа) çỹремеллисем. Ку тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлама тивет, чăн малтан туристсем валли çывăрмалли-канмалли вырăнсем пулмалла. Туристсен экскурсине йĕркеленĕ чух П.Т.Тихонов çак маршрутсене сĕнет: 1. Шăмăршă ялĕ. Район центрĕнчи паллă вырăнсемпе (администраци çурчĕ, Культура Керменĕ, район историйĕн музейĕ, Вăрман управĕн музейĕ, Карлинский вал, ипподром) паллашасси. 2. Шăмăршă_Васан _ Палтиел (Васанти краеведени музейĕ, çил арманĕ, фольклор ансамблĕ, Хырла шывĕ çинчи водохранилище). 3. Шăмăршă-Пăчăрлă Пашьел-Çĕнĕ Чукал (лесничество, Пулмантăш çырми, киремет вырăнĕсем, таса çăлсем). 4. Шăмăршă _ Виçпỹрт Шăмăршă (Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн музейĕ, В.В.Бараев-Сĕркке поэт çуралнă çурт). 5. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнчи историлле вырăнсем (сукна фабрикипе тимĕр шăратакан завод вырăнĕсем, вăрманти паççулккăсем). 6. Шăмăршă-Патăрьел-Тикеш (историшĕн паллă вырăнсемпе паллашасси). 7. Шăмăршă-Елчĕк (историшĕн паллă вырăнсемпе паллашасси). "Наци паркĕ çулталăкне 50 пин ытла туриста йышăнма пултарать, - терĕ П.Т.Тихонов. _ Анчах укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чарса тăрать. Çак тĕллев пурнăçа кĕтĕр тесен, туристсен фирмисемпе предпринимательсене анлăн явăçтармалла". Шăмăршă-Баскак тата Шăмăршă-Пăчăрлă Пашьел-Суйкăн çулсене туни те туристсене пирĕн тăрăха илĕртмелле. Тивĕçлĕ инфраструктура пулсан, ют çĕршывсенчи туристсем те пирĕн пата килсе курма кăмăл тăвĕç. Ун чух Шăмăршă тăрăхĕ татах та илемленĕ, халăх валли ĕç вырăнĕ те нумайланĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 декабря 2006
00:00
Поделиться