Ыр кăмăллăхпа пулăшу юнашар пыччăр
_ Николай Иванович, пирĕн районта миçе инвалид шутланса тăрать? _ Районта пурĕ 1421 инвалид, вĕсенчен 75-шĕ _ вăрçă инваличĕсем, 66-шĕ _ ачаран инвалид пулса ỹсекенсем (18 çул таран). _ Инвалидсене патшалăх уйăракан çăмăллăхсем çинчен каласа параймăр-ши? _ Пенси укçипе тивĕçтерсе тăнисĕр пуçне патшалăх инвалидсене тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем те парать. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕсем хăш-пĕр социаллă пулăшусем вырăнне компенсаци укçине илме пуçларĕç. Кунсăр пуçне социаллă пакет та сыхланса юлнă. Ун шутне эмел препарачĕсем, санаторипе курорт путевкисем, вĕсене сипленме кайса килмелли тỹлевсĕр билетсем кĕреççĕ. Социаллă пакет вырăнне укçа компенсацине те илме пулать. Кун пек тăвас тесен, пенси фончĕн районти управленине çуллен, октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени тăратмалла. Çавăн пекех, патшалăх инвалидсене коммуналлă çăмăллăхсемпе те тивĕçтерсе тăрать. Çак тĕллевпе кăçалхи 11 уйăхра 1 миллион та 250 пин тенкĕ расхутланă. _ Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кăçал инвалидсене ĕçе вырнаçтарма май килчĕ-и? _ Ку ыйтăва та куçран вĕçертместпĕр эпир. 2006 çулта 14 çынна ĕçе вырнаçтарнă. _ Инвалидсем хушшинче халĕ республикăра тĕрлĕ спорт вăййисем, ытти мероприятисем йĕркелеççĕ... _ Çакнашкал мероприятисене пирĕн районти инвалидсем те активлă хутшăнаççĕ. Акă, кăçал августра Патăрьелĕнче иртнĕ художество выставкинче Шăмăршă çыннисенчен иккĕшĕ пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç. Вĕсен алăсталăх япалисене Инвалидсен кунĕ тĕлне Шупашкарта йĕркеленĕ выставкăна та тăратнă. Сентябрь уйăхĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче ирттернĕ тĕрлĕ спорт вăййисенче районти инвалидсем йышлăн ăмăртрĕç. Ноябрьте вара вĕсем кунтах республикăри инвалидсен кустри ăмăртăвĕсене (шашкăпа шахмат, дартс, сĕтел çинчи теннис вăййисем) хутшăнчĕç. Декабрĕн 1-мĕшĕнче, Инвалидсен кунне халалланă спорт вăййисенче те районти тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем активлăхпа палăрчĕç. Малашлăхри мероприятисем пирки каласан, пирĕн район çыннисем декабрĕн 4-5-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта иртекен Чăваш Республикинчи инвалидсен спорт фестивальне, декабрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта йĕркелекен ача-инвалидсен творчество фестивальне хутшăнаççĕ. Калаçăва вĕçленĕ май, районта пурăнакансене инвалидсемпе яланах тимлĕ пулмалли пирки аса илтерес килет. Ырă çынсен пулăшăвĕ тата ăшă кăмăл вĕсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пурăнма май парать. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене тата предпринимательсене районти инвалидсене адреслă пулăшу пама чĕнсе калатпăр.