Савăнать ветеран мăнукĕпе
КАРТИШĔНЧИ ĕçсене вĕçлесе пỹрте кĕрсен, Алексей Егорович "кăштах канам-ха" тесе диван çине выртрĕ. Сисмен те, тĕлĕрсех кайнă. Ыйхăран ăна хапха алăкне шаккани вăратрĕ. _ Асатте, уç-ха, эпĕ ку _ Юркка! _ илтĕнчĕ çамрăк арçын сасси. Алексей Егорович сассинченех мăнукне палласа илчĕ. Чылайранпа курманччĕ ăна. Ю.Албутов капитан Карелири пĕр авиаполкра службăра тăрать. Аслашшĕпе мăнукĕ пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Алексей Егорович яштака та çирĕп кĕлеткеллĕ офицер çине ытараймасăр пăхрĕ. Епле кĕрнеклĕ те илемлĕ вăл! Юрий Викторович Чăваш Ене командировкăна, çамрăк призывниксене илме килнĕ иккен. Канашри призыв пунктне çитсен, кăштах пушă вăхăт тупăннипе, тăван ялне васканă. Юрăн аслашшĕ _ Алексей Егорович Албутов _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Фронтри паттăрлăхшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, II тата III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Мăнукĕ те аслашшĕ пекех Тăван çĕршыва шанчăклăн хỹтĕлет, чăваш ятне ямасть. Полкра чăваш салтакĕсем ытларах пулччĕр тесе тăрăшать. _ Хамăн ентешсене çар училищине вĕренме кайма сĕнетĕп, - тет Юрий Албутов капитан. _ Тăван çĕршыва хỹтĕлесси _ чăн-чăн арçын тивĕçĕ.