Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МАТТУР МОРЯК

 

КивĔ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Лариса Михайловнăпа Владимир Николаевич Платоновсен çемйине Мурманск облаçĕнче вырнаçнă 2289 çар чаçĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. "Сирĕн ывăлăр Андрей аслă матрос службăра хăйне лайăх енчен кăна кăтартать. Сире паттăр салтак çитĕнтернĕшĕн тав туса çирĕп сывлăх, çемьере телей сунатăп", - тенĕ чаç командирĕ И.А.Базавлуцкий. Паллах, чаç командирĕ тав туни ашшĕ-амăшне савăнтарать, мăнаçлантарать. Чăваш каччи ютра та ятне яманни, яланах çỹллĕ шайра пулни пире те савăнтарать. Платоновсен йăхĕнче матроссем татах та пулнă. Андрейăн аслашшĕ Лăпкă океанра, ашшĕн тетĕшĕ Çурçĕрти Пăрлă океанра çар карапĕ çинче службăра тăнă. Маларах çеç çак чаçренех ашшĕн йăмăкĕн ывăлĕ килне таврăннă. Чăн-чăн матроссен çемйи теме пулать Платоновсене. Андрей Платонов аслă матроса татах та пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, телей, тăван киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 ноября 2006
00:00
Поделиться