Культура çурчĕн пултаруллă ертỹçи
Палтиелĕнчи Николай Долгов шкулта вĕреннĕ çулсенчех концертсем кăтартма активлă хутшăннă. Ялти Культура çуртĕнчи сцена çинче "Асамат" ушкăнра пысăк çĕкленỹпе ташланă, хавхаланса юрланă, ытти ачасемпе пĕрле спектакльсенче тĕрлĕ рольсенче вылянă. 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вара гитарăпа калама та хăнăхнă. Вăтам шкул пĕтерсен, 1993 çулхи ноябрьте илемлĕ пултарулăх ĕçне чунтан юратакан Николай Долгова ял администрацине чĕнтернĕ, Культура çурчĕн заведующийĕн должноçне йышăнма сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ. Шкул выпускникĕ çĕнĕ ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăннă. Тĕрлĕ кружоксен ĕç-хĕлне вăл пĕр чăрмавсăрах малалла илсе пырать. Кружоксен шутне ỹстерес, вĕсенчи çынсен йышне пысăклатас тĕлĕшпе те сахал мар ĕçлет. Коллективсем хăйсен пултарулăхне ялта кăтарнисĕр пуçне, районти мероприятисене те час-часах хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра Культура çуртĕнче хор, ташă, ачасен чăваш тата тутар фольклорĕсен, арçынсен тата хĕрарăмсен вокал ушкăнĕсен, çемье ансамблĕсен, пĕччен юрлакансен кружокĕсем ĕçлеççĕ. Николай Долгов сцена çине хăй те час-часах тухать, ирçе тата чăваш юррисене хитрен шăрантарать. Хăйĕн мăшăрĕпе, Таньăпа, вăл юрăсем те çырать, дуэтпа та килĕшỹллĕ юрлаççĕ. Долговсем районта çуллен иртекен "Çамрăк сасăсем" фестивале те хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсен ачисемпе _ Кристинăпа тата Вениаминпа пĕрле юрланă юрăсене те яланах ăшшăн йышăнаççĕ ял çыннисем. Çемье ансамблĕ кăçал сентябрьте Шăмăршăри Культура керменĕнче иртнĕ республикăри фольклор уявĕнче халăха ирçе юррисемпе савăнтарчĕ. Çак мероприятирех Палтиелĕнчи ачасен ансамблĕ тутарсен ташшисене питĕ илемлĕн ташласа кăтартрĕ. Культура çурчĕн работникĕсен тĕп тĕллевĕ _ ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелесси, вĕсене тĕрлĕ кружоксене явăçтарса творчество пултарулăхне малалла аталантарасси. Николай Долгов заведующи, Лейсан Фахуртдинова илемлĕх ертỹçи (çак ĕçе кăçал пуçăннă) хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсене ĕçре Милевше Гайнулловапа Татьяна Долгова библиотекарьсем те сисĕмлĕ пулăшу параççĕ. Кăçалхи паллăрах мероприятисене илсен, "Атьăр-ха, каччăсем!", "Атьăр-ха, хĕрсем!" конкурссем, Кулăш каçĕ, Хĕрарăмсен кунне, Аслă Çĕнтерĕве, ялти ватăсене халалланă концертсем, Кĕрхи бал, КВН иртнине палăртмалла. Ялта пуян программăллă Акатуй йĕркелени те культура ĕçченĕсене чыс кỹрет. Ял хорĕ районти Акатуйра юрăсем шăрантарнине те мухтамалла кăна. Нумаях пулмасть районти çамрăксем хушшинче ирттернĕ КВНра та палтиелсем лайăхпа палăрчĕç. Райадминистраци пулăшнипе Культура çуртне юлашки виçĕ çулта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, сăрласа илемлетнĕ. Халĕ кунта кĕме те кăмăллă. Учрежденири электропроводкăна йăлтах çĕннипе ылмаштарнă, люстрăсем çакнă. Нумаях пулмасть залра илемлĕ креслăсем вырнаçтарнă. Вĕсене туянма пулăшнăшăн ял халăхĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне В.Ф.Ермолаева чĕререн тав тăвать. Ипотека технологийĕсемпе те ăнăçлă усă курма тăрăшать Николай Геннадьевич. 2004 çулта перекет банкĕнчен ссуда илсе, Культура çурчĕ валли çĕнĕ магнитофон, усилитель, колонкăсем, микрофонсем туяннă. Тỹлевлĕ мероприятисенчен пухăнакан укçапа уйăхсерен ссудăшăн тỹлесе пыраççĕ. Çакнашкал укçапах дискотекăсенчи вăйă-конкурссен çĕнтерỹçисем валли призсем илеççĕ, районти культура мероприятийĕсене тухса килме автобуса бензинпа тивĕçтереççĕ. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçланăшăн хисеплеççĕ ялта Культура çурчĕн заведующине. 2004 çул итогĕсем тăрăх Николай Долгов "Районти чи лайăх культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.