Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Икĕ хĕл иртсен, икĕ çур иртсен, кĕтсе ил мана эс, чун савни..."

 

ШĂМĂРШĂРИ çар комиссариачĕ патĕнче тунти кун ирех купăс кĕвви тата салтак юрри янăрарĕ. Хамăн тăванăн ывăлĕ çара каять те, ĕлĕкхи йăлапа пехиллесе ăсатма çар комиссариачĕ еннелле васкарăм. Ялсенчен автобуспа та, "ГАЗель" автомашинăпа та, çăмăл машинăсемпе те килнĕ ăсатакансем. Савăнăçли те, тунсăхли те , кăштах "хĕрни" те пур йышлă халăх хушшинче. Çанталăк самаях сулхăн пулин те, юрлакансене-ташлакансене хĕл сивви хăратмасть. Шăмăршă районĕн çар комиссарĕ А.А.Маурин подполковник призывниксем пурте килсе çитни çинчен пĕлтерчĕ. Маттур та çирĕп шăм-шаклă йĕкĕтсене алă тытсах саламларĕ. Акă вĕсем, паян çара каякансем: Пуянкассинчен А.Андреев, Пăчăрлă Пашьелĕнчен В.Можаев, Виçпỹрт Шăмăршăран И.Мурзин, Çĕнĕ Чукалтан В.Симурзин, Патирекрен Л.Токмаков, Çĕнĕ Шăмăршăран Е.Александров. Малтанхи пиллĕкĕшĕ ракета çарĕсенче службăра тăрĕç, Евгений Александрова вара пограничниксен застави кĕтет. Призывниксен пĕлỹ шайĕ те аван. Иван Мурзин, акă, аслă пĕлỹ, Леонид Токмаков ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Ыттисем пурте вăтам пĕлỹллĕ, водитель специальноçне илни те йĕкĕтсене çарта кирлĕ пулĕ. _ Иртнĕ шăмат кун çара кайнă ентешсем те вăтам тата ятарлă вăтам пĕлỹллĕччĕ, - пĕлтерчĕ А.А.Маурин подполковник. _ Шăмăршăри В.Давыдов, Çĕнĕ Чукалти пĕр тăван Федорпа Михаил Лукьяновсем, çак ялти В.Портнов ракета çарĕсенче, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнчен килнĕ С.Назаровпа С.Фадеев Шалти ĕçсен çарĕсенче службăра тăрĕç. Пурте _ çирĕп сывлăхлă, анлă тавра курăмлă çамрăксем. Федорпа Михаил Лукьяновсем _ _ йĕкĕрешсем _ мĕн ачаран ракетчик пулма ĕмĕтленĕ иккен. Хăйсене стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсене службăна илесси çинчен пĕлсен çав тери савăннă. Призывниксем пурте çара хăйсен чунĕ туртнипе, чăн-чăн арçын пулас тĕллевпе каяççĕ. Çак шухăш Иван Мурзинпа, Леонид Токмаковпа тата ытти çамрăксемпе калаçнă хыççăн татах та çирĕпленчĕ. "Аслă пĕлỹ илни, компьютер технологине ăнланни мана çарта кирлĕ пулĕ", - терĕ Иван. Леонид вара Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче механик дипломне илнĕ, каллех çарта кирлĕ специальноç. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякансене юратнă хĕрĕсем, тус-тăванĕсем лайăх салтак пулма ырă сунса ăсатрĕç. "Икĕ хĕл иртсен, Икĕ çур иртсен, Кĕтсе ил мана эс, чун савни..." _ янăрарĕ Канашри призыв пунктне çул тытнă автомашинăн уçă чỹречинчен илемлĕ юрă. Чипер кайса лайăх таврăнăр, çамрăксем, тăван халăхпа аçăр-аннĕр ятне ан ярăр! Çыру çырсах тăрăр савнисем патне, чипер хĕрсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 ноября 2006
00:00
Поделиться