Çамрăк алăсенче ĕç вĕрет
РАЙОНТИ предприятисемпе организацисенче вăй хуракан çамрăксемпе çамрăк специа-листсен совечĕсем, профсоюз комитечĕсем тата спорт пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ _ февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен _ вĕсем хушшинче конкурс йĕркелетпĕр. Районта "Çамрăксемпе ĕçлекен чи лайăх предприяти" ята "Хлюкина Г.Г." уйрăм çын предприятийĕ тата "Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул" муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕ чыслăн тытаççĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ республикăри конкурсăн Канаш хулинче пулса иртнĕ зонăри ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк специалистсен совечĕ "Вĕрентỹ тата социаллă сфера" номинацие, "Хлюкина Г.Г." уйрăм çын предприятийĕ çумĕнчи "Эвита" спорт клубĕ "Çемье бизнесĕ" номинацие презентацилерĕç. Çемье бизнесĕнче çамрăксемпе ĕçлессипе Хлюкинсене чи лайăххи тесе йышăннă. Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хлюкинсем "Шупашкарти агрегат завочĕ" ОАО Культура çуртĕнче иртекен республика конурсĕн финалне хутшăнаççĕ. Хлюкинсен çемьи хăйĕн бизнесне район центрĕнче "У Илюши" ятлă апат-çимĕç лавккине уçнинчен пуçланă. Суту-илỹ ĕçне Галина Григорьевна, унăн кинĕ Елена тата ывăлĕ Олег пуçарнă. Елена Шупашкарти кооператив институ-тĕнчен, Олег Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Лавкка уçнă хыççăн çур çултан вĕсен пуçĕнче тепĕр ырă шухăш çуралнă: йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен салон уçсан лайăх пулмĕ-и? Çав вăхăтра районта ку енĕпе ĕçлекен предприяти пулман, çынсен урăх района çỹреме тивнĕ. Çапла вара, Шăмăршăри Космовский урамĕнче "Эвита" салон уçăлать. Салонра атă-пушмак юсакан уйрăм, парикмахерски тата цифрăллă фото уйрăмĕ ĕçлеме пуçлаççĕ. Хальхи вăхăтра салонра 30 çула çитмен ултă çын вăй хурать. Иртнĕ çул Хлюкинсем икĕ "ГАЗель" автомашина туяннă, "Пăчăрлă Пашьел-Ульяновск" тата "Шăмăршă-Мускав" маршрутсемпе пассажирсем турттарма тытăннă. Кăçалхи çу кунĕсенче Хлюкинсем çамрăксен бригадине йĕркелесе керамзитпа бетон блокĕсем туса кăларнă, çак ĕçре улттăн вăй хунă. 2006 çул "Кузьмич" фермер хуçалăхĕ йĕркеленнипе те асра юлĕ. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, Хлюкинсем мăйракаллă шултра выльăхсемпе сы-снасем усрама хуралтăсем тунă, пысăк-шурă ăратлă 10 пуç сы-сна туяннă. "Кузьмич" фермер хуçалăхĕ ăратлă выльăхсем ĕрчетсе сутас тĕлĕшпе ĕçлесшĕн. Хăйсене çирĕплетсе панă çĕр çинче выльăх апачлĕх культурăсем ытлă-çитлĕ çитĕнтернĕ. Олег, физкультурăпа спорт енĕпе аслă пĕлỹ илнĕскер, çамрăксене спорта юратма хăнăхтарассине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. 2004 çулта вăл Шăмăршăра "Эвита" спорт клубĕ йĕркеленĕ. Кунта çырăннă çамрăксем районăн спорт пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. 2004-2005 çулсенче "Эвита" çамрăксем хушшинче физкультурăпа сывлăх тата кану мероприятийĕсем йĕрелес енĕпе районта ирттернĕ конкурсра чи лайăххи пулнă. Акă, 2006 çулхи çитĕнỹсене кăна илер: - район пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен эстафетинче _ пĕрремĕш вырăн; - сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн ирттернĕ район чемпионатĕнче _ иккĕмĕш вырăн; - хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче _ пĕрремĕш вырăн; - районти предприятисемпе организацисем хушшинче ирттернĕ çăмăл атлетика эстафетинче _ виççĕмĕш вырăн; _ "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемьи" спортпа сывлăх ăмăртăвĕсенче _ иккĕмĕш вырăн. 2005 çулта "Эвита" спорт клубĕ футбол командисем хушшинче район чемпионĕ пулса тăнăччĕ. "Эвита" спорт клубĕ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕпе тачă çыхăну тытать, район шайĕнче иртекен нумай спорт ăмăртăвĕсен спонсорĕ шутланать. Олег Хлюкин _ район центрĕнчи "Тайфун" футбол командинче чи лайăх футболистсенчен пĕри. "Эвита" спорт клубне çỹрекенсем пурте футбол вăййине юратаççĕ. Хастарлăхĕпе пултарулăхне шута илсе, Олег Хлюкина Чăваш Республиин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломĕпе, Шăмăршă район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.