ТАВАХ, АННЕ, ÇУРАТНĂШĂН...
ЫРАН эпир чи илемлĕ уявсенчен те илемлĕреххине _ Анне кунне паллă тăватпăр. Сакăр çул каялла Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çак уява ирттересси çинчен ятарласах Указ йышăннăччĕ. Шел те, уяв халăхра анлă сарăлаймарĕ, хăшĕ-пĕри, тен, аннесене мартăн 8-мĕшĕнче çеç саламламалла тесе шутлать. Кулленхи ĕçсенчен пушанайман аннесем вара хăйсен уявĕнче те канса кураймаççĕ. Анне _ ачасемшĕн чи таси, чи хакли, чи çывăххи. Çавăнпа та çитес вырсарни кун аннесене хисеп тума, ăшă сăмахпа чунĕсене йăпатма, парне пама манас марччĕ. Районта нумай ачаллă çемьесем 199 шутланаççĕ, вĕсенче 634 ача çитĕнет. Виçĕ ачаллă çемьесем 174, тăватă ачаллисем _ 17, пилĕк ачаллисем _ 7 тата тăхăр ачаллă пĕр çемье шутланать. Ытти çĕрти пекех, юлашки çулсенче пирĕн районта та ача çураласси чакрĕ. Кăçал тĕнчене пурĕ 150 "çĕнĕ кайăк" килнĕ, çав шутра ноябрьте 5 арçын ачапа 5 хĕр ача çуралнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ тесе пĕлтерни, ман шутпа, çамрăксене ача ытларах çуратма хавхалантармалла. Патшалăх ача амăшĕсемшĕн тăрăшни çемье йышне ỹстерме пулăшасса çирĕп шанас килет. Ĕç коллективĕсенче те ача амăшĕсене ытларах хисеплемелле, вĕсем хăйсен пепкисене тивĕçлĕ воспитани пама пултарччĕр тесе тăрăшмалла. Тепĕр чухне ер-тỹçĕсем тỹрккес пулни, хĕр арăмсен нушисене ăнланманни те палăрать-ха. Сивĕ сăмах ĕçлес хавхаланăва пĕтерет, кăмăла çапса хуçать. Хĕр арăм чечек пек черченкĕ пулнине асрах тытасчĕ. Уяв ячĕпе сире, аннесем! Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, вĕри юрату сунатăп. Пурнăçăрта савăнăçлă самантсем ытларах пулччĕр, ачăрсем уявра çеç мар, тăтăшах тав сăмахĕ калаччĕр.