Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра ярмăркка пулчĕ, чылайăшĕ пĕлмесĕрех юлчĕ...

 

 КĔРХИ ярмăркка ирттересси районта çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ытлари кун Шăмăршăра иртнĕ ярмăркка, халăха йышлăн пухаймарĕ пулин те (сăлтавне каярахпа калăпăр), ял хуçалăх продук-чĕсем туянакансен кăмăлĕсене туллин тивĕçтерчĕ темелле. Ярмăрккана пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех фермерсем те хутшăнчĕç, хăйсем çитĕнтернĕ продуктсене сĕнчĕç. Акă, "Шанс" ООО тăватă трактор тележкипе тислĕк, пĕр автомашина тырă тиесе тухнă. Тыррине те, тислĕкне те самантрах туянса пĕтерчĕç. Туллăн пĕр килограмне 3 тенкĕпе сутни, пирĕн шутпа хаклă мар. Пĕр тележка лайăх çĕрнĕ тислĕкшĕн те 500 тенкĕ çеç ыйтрĕç. "Луч" ЗАО тырă тата тислĕк, "Карла" ООО тырă, "Агродор" ООО пыл, утă, тырă, "Колос" Агрофирма" ЗАО тырă тата утă, "Нива" ЗАО тырă, "Искра" СХПК тырă тата тислĕк, "Бездна" фермер хуçалăхĕ тырă илсе килнĕ. Палтиелĕнчи "Луч" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Р.Ямалтдинов ир пуçласа кăнтăрла иртичченех купăста сутрĕ. Çак пахча çимĕçе Ринат 70 сотăй çинче çитĕнтернĕ. Килограмне 4 тенкĕпе сутать те, туянакансем сахалах мар. _ Килте сутмалли тата 20 тонна купăстапа 10 тонна хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пур, - пĕлтерчĕ Р.Ямалтдинов фермер. "Миха" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Г.Егорова ярмăрккана ĕне тата сысна какайĕсене илсе тухнă, темиçе тушкана кĕске вăхăтрах сутса пĕтерчĕ. Çапах ярмăрккара халăх йышлă марччĕ, чылайăшĕ вăл иртессине пĕлмесĕрех юлнă. Ярмăркка пуласси çинчен район хаçачĕ урлă та пĕлтермен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те халăх патне хыпар çитермен. Çакă çынсемшĕн тăрăшнине пĕрре те пĕлтермест. Пачах урăхла, ячĕшĕн ирттернĕ мероприяти пек пулса тухрĕ. Çитес çул ярмăрккана йĕркелекенсен кăçалхи йăнăшсене шута илмеллех. Ярмăрккана "Восход" тата "Мир" хуçалăхсем хутшăнма кăмăл туманни те, пирĕн шутпа, йĕркеллĕ мар. Ял хуçалăх продукчĕсем сутнипе хуçалăх кассине "чĕрĕ" укçа кĕрсен пуриншĕн те лайăх марччĕ-ши?



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 ноября 2006
00:00
Поделиться