Ĕçлекен правине тивĕçлипе хỹтĕленĕ
2006 çулхи октябрь уйăхĕнчен Раççейре Ĕçлев кодексĕн çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем хушнă редакцийĕ вăя кĕчĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, малашне ĕçлекенсене пурăнма самай лайăхрах пулĕ. Ĕç паракансен вара расхутсене чылаях ỹстерме тивет, уйрăммăн илсен, социаллă гарантисене туллин тивĕçтермелле. Саккунсем кăларакансен шучĕпе, Ĕçлев кодексне кĕртнĕ пур хушăм та ĕçлекенсен пурнăçне лайăхлатни куçкĕрет. "Организаци" текен ăнлава халĕ Кодексра "ĕç паракан" ăнлавпа улăштарнă. Мĕн парать-ха çакă? Пĕчĕк çеç пулăм, анчах та çак хушăмпа килĕшỹллĕн, малашне ĕç законодательствин çĕнĕ виçисем юридици сăпачĕ (лицо) пулман ĕç паракансене те тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Халĕ уйрăм предпринимательсем те ĕç паракансем шутланаççĕ. Вĕсем патĕнче ĕçлекенсем те тивĕçлĕ ("обязательнăй") йĕркепе ĕç кĕнеки илеççĕ, коллектив договорĕ йышăнма та хистеме пултараççĕ. Шалу укçине вăхăтра тỹлеменни пирки çапла каламалла: ĕç паракан пурлăх тĕлĕшĕнчен яваплă пулнине палăртакан хушу уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлекене тивĕçекен шалу укçипе ытти тỹлеве вăхăтра парайманшăн ĕç паракан ăна укçан компенсаци тỹлемелле. Шалу укçине 15 кун ытла парайманнине пула ĕçе чарса лартнă вăхăтра ĕçлекенĕн халĕ ĕç вăхăтĕнче хăйĕн ĕç вырăнĕнчен пăрахса кайма ирĕк пур. Ĕçе тепĕр кунне анчах тухма пултарать, енчен те маларах ĕç параканран ăна шалу укçине вăл ĕçе тухнă кун пама шантарса хут çине çырса уведомлени илнĕ пулсан. Отпускшăн тỹлемелли кулленхи вăтам ĕç укçине халĕ малтанхи пек 3 уйăхшăн мар, 12 уйăхшăн шутласа параççĕ. Отпуск укçине те ĕçлекенĕн çулталăкри ĕç укçине кура шутласа параççĕ, хальхи пек 3 уйăхрипе çеç мар. Календарьти уявсен шучĕ нумайланнă май, шалу укçи çине пайланакан коэффициент 29,6-ран 29,4 таран чакать. Çапла майпа отпуск укçи ытларах тивĕ.