Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УЧАСТКОВĂЙ УПОЛНОМОЧЕННĂЙСЕМ

 

Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен ĕçĕ питĕ яваплă. Вĕсем хăйсене шанса панă административлă территорисенчи право йĕркисене тимлĕхре тытаççĕ, профилактика ĕçне туса пыраççĕ. Административлă право йĕркисене пăснă граждансем тĕлĕшпе участковăйсем çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ, протокол çырса тивĕçлĕ органа тăратаççĕ. Участокра такам преступлени тунă пулсан вара кунĕн-çĕрĕн канăçа çухатса ĕçлеççĕ, саккуна пăснă çынна тупса палăртас тĕлĕшпе пур вăйран тăрăшаççĕ. Кирлĕ пулсан, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене чĕнтерсе илеççĕ. Кăçалхи кĕр тапхăрĕнче кăна уполномоченнăсем хăйсем е пĕрлехи вăйпа преступленисене уçса панă вун-вун тĕслĕхе асăнма пулать. Наиль Тепитовпа Петр Федотов (Шăмăршă ял поселенийĕн участокĕ), Ахат Салихов (Карапай Шăмăршă), Александр Ефимов (Пуянкасси), Владислав Ларшников (Палтиел), Иван Лаврентьев (Анат Чаткас), Олег Кудряшов (Васан), Сергей Тимофеев (Пăчăрлă Пашьел), Сергей Можаев (Кивĕ Чукал), Рамис Алимов (Чукал) уполномоченнăйсем хăйсен участокĕсенче служба тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пыма тăрăшаççĕ. Владимир Акимова Патирек ялĕн участоковăйĕ пулма çирĕплетнĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче Александр Ефимов _ 15 çул, Сергей Можаевпа Петр Федотов 10-шар çул ĕçлеççĕ. Опытлă милици офицерĕсем çамрăк участковăйсене ырă сĕнỹсемпе, паха канашсемпе пулăшаççĕ. Службăра тăрăшуллă пулнă май, Милици кунĕ умĕн районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ хăйĕн приказĕпе 4 участковăя тав турĕ, 1 сотрудника преми парса хавхалантарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 ноября 2006
00:00
Поделиться